Эрнелӗх гороскоп
Шутлани эсир планланă пек пурнăçланмасть — йывăрлăхсене те çӗнтерме тивет, чăрмавсемпе те тӗл пулатăр. Анчах çаксенчен хăрамалла мар, мӗншӗн тесен эсир пачах урăх çул суйласа илсе пысăкрах çитӗнӳ тума май тупатăр. Улшăнусене йышăнма хатӗр пулăр, кирлӗ-тӗк, теветкелленме ан шикленӗр.
ТАКА 21.III-20.IV
Ку эрне сире çӗнӗ шанăç, çӗнӗ пултарулăх парнелет. Тӗллевӗр патне çитме теветкелленӗр, çӗнӗ çулсем шырăр. Пултарулăхăрпа, хăвăр пӗлнипе çӗнӗ проектсенче усă курăр. Харкам пурнăçра çӗнӗ çынсемпе паллашма хатӗр пулăр.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Ку эрнере сире ӳсме, аталанма май паракан шанăç тупăнсах тăрать. Хăвăр çине тăрсан ӗçре, бизнесра çитӗнӳ тăватăрах. Харкам хутшăнусенче çывăх çыннăрсемпе çепӗçрех пулăр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Ку эрне çӗнӗ идейăсемпе пуян. Хăвăрăн пултарулăхăрпа, интуиципе çитӗнӳ тума усă курăр. Харкам хутшăнусенче çынна ăнланнине, хисепленине кăтартма ан именӗр.
РАК 22.VI-22.VII
Çак кунсенче уйрăмах нумай улшăнусем, кӗтмен пулăмсем йышăнма тивет сире. Çывăх çыннăрсем, юлташăрсем çинчен ан манăр. Вӗсем йывăр вăхăтра яланах юнашар.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Сире аталанма çӗнӗ эрне çӗнӗ шанăç парнелет. Çынна ӗнентерме, хăвăр хыççăн ертсе кайма пӗлнипе ума лартнă тӗллевсене çитеетӗр. Харкам пурнăçра çывăх çыннăрсем тимлӗхӗре кӗтни курăнать.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Эрне пуçланнипе пӗрлех ума çӗнӗ ыйтусем, хăвăрт вӗçлемелли ӗçсем тухса тăраççӗ. Халь сирӗн тата ытларах вăй хума тивет. Çăлтăрсем сире йывăрлăхсенчен хăрама хушмаççӗ, мӗншӗн тесен вӗсене пула эсир вăйлăрах, çирӗпрех пулатăр. Пушă вăхăта юратнă çынпа ирттерме тăрăшăр.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Интереслӗ çынсемпе паллашма та, ăс-хакăла аталантарма та шанăç пулать çак кунсенче. Çитӗнӳ тума пулăшать-тӗк, хăюллăнах теветкелленӗр, экспериментсенчен ан хăрăр. Харкам пурнăçра мăшăрăра ытларах шанмалла, ăнланма тăрăшăр ăна.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Эсир шутламан ӗçсем çак кунсенче нумай пулаççӗ. Пурнăçра улшăнусем кӗтӗр. Хуть мӗнле ыйтупа та йышăну тума хăрамалла мар. Çывăх çыннăрсемпе уçă кăмăллă пулăр, тӗрӗслӗхрен ан пăрăнăр.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Çӗнӗ идейăсемпе проектсем килсех тăраççӗ сирӗн пата. Хăвăр пултарулăхăрпа усă курма май паракан проектсене пӗр шикленмесӗр кӳлӗнмелле. Çемйӗрте тӳсӗмлӗрех пулăр, юратнă çыннăрсене ăнланма тăрăшăр.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Профессире ӳсме, аталанма шăпа шанăç парать çак кунсенче. Ума лартнă тӗллев патне çитме çине тăрсан ăнăçу ялан сирӗнпе пулӗ. Харкам пурнăçра юратнă çыннăртан вăрттăнлăхсем ан пытарăр.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Шăпа самай тӗрӗслесе пăхать ку эрнере, кӗтмен ӗçсем те сике-сике тухаççӗ. Йывăрлăхсемпе кӗрешме хатӗр пулăр, кăткăс ыйтусене татса пама çӗнӗ çулсем шырăр. Çемйӗрте юратнă çыннăрсемпе тимлӗрех пулмалла, ăнланма тăрăшмалла.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Улшăнусем, ăнăçусем, çӗнӗрен те çӗнӗ шанăçсем — ку эрнере шăпа нихăçанхинчен ырă сирӗнпе. Куллен сиксе тухакан ыйтусене интуици пулăшнипе татса парăр. Çывăх çыннăрсене хисеплӗр, ытларах шанăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев