Эрнелӗх гороскоп
Тӗплӗн шутласа, килӗшӳллӗн курăнмалла тăхăнни пӗчченнисене пулас мăшăра тупма пулăшать. Енчен те мăшăрсен туйăмӗсем сивӗннӗ пек туйăнаççӗ, пӗр тапхăр хутшăнмалла мар, канмалла пӗр-пӗринчен. Творчество çыннисемшӗн лайăх вăхăт ку эрне.
ТАКА 21.III – 20.IV
Куçман пурлăха сутма-туянма меллӗ вăхăт. Канăва çемйӗрпе ирттернине çăлтăрсем ырлаççӗ. Япала туянма, вăраха тăсăлнă ӗçсене вӗçлеме те çывăх çыннăрсемпе пурнăçласан лайăхрах.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Халиччен хăй еккипе пынă кулленхи хăвăртлăха улăштарма тивет. Профессипе çыхăннă ыйтусене татса панă чух тимлӗрех пулмалла. Ӗçре улшăнусем пулаççӗ – условисем-и, тӗллевсемпе приоритетсем урăхларах пулӗç-и?
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI
Эрне хыпарсем, тӗлпулусем, калаçусем енчен пуян пулӗ. Пурнăç хăвăртланни сисӗнет. Харӑсах темиçе задача татса пама тивӗ, çавӑнпа та сапаланмалла мар, тимлӗхе çухатмалла мар.
РАК 22.VI – 22.VII
Эрне хӑвӑра ӑнланма, туйăмăрсене алла илме май парӗ. Çак кунсенче пулса иртекен ӗçсем пăхма лайăх, яланхи пек пӗр улшăнусăр тейӗн. Анчах вӗсен витӗмӗпе сирӗн приоритетсем улшăнӗç, хутшăнусем урăхланӗç.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Эрне позицисене çирӗплетме, ӗçре е харкам пурнăçра палӑрма май парӗ. Çын умне тухса калаçма, хӑюллӑн çӗнӗ проекта пуçăнма, пуçланă ӗçе малалла аталантарма лайăх тапхăр.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Çак кунсенче ӗç тытăмне çирӗп пăхăнмалла. Кулленхи пурнăçра кирлӗ йышӑнусем тума та, кил-çурта тирпей-илем кӗртме те лайăх вăхăт. Документсемпе, финанссемпе, сывлӑхпа, пурнӑçпа çыхăннă ыйтусене çăмăллăн татса паратăр.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Ку эрнере укçа-тенкӗ самай хумхантарӗ сире. Çак кунсенче тӳсӗмлӗхпе прагматизм çитӗнӳсем тума пулăшӗç. Эрне варринче кăткăс лару-тăруран тухма тивет, васкаса йăнăшсем тăвасран асăрханăр.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Эрне пуçламăшӗнче ӗçсӗр лармалла мар, çăлтăрсем теветкелленме те юрать теççӗ, анчах вак-тӗвеке ытлашши тимлени сирӗншӗн лайăх пулмӗ. Юнкун-кӗçерникун ӗç хыççăн кăшт юлхавланни çылăх мар. Эрнекун темӗнле авантюра-идейăсем тупăш кӳреççӗ, çын çинче сирӗн сум та ӳсет.
УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII
Эрне хӗрӳ иртет. Ача пек çӗнӗлӗх патне туртăнатăр, тавракурăмăра анлăлататăр, пӗр вырăнта ларма хӗн пулӗ. Çӗнӗ идейăсемпе интересленни пачах урăх сферăри çынсемпе паллашма май парать. Тен, тахçантанпа ӗмӗтленнӗ проекта хута яма май килӗ?
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Эрне халь пурнăçлакан ӗçсен кӑтартăвӗсем çине тимлӗх уйӑрма, пӗлтерӗшлӗреххисене çирӗпрех тӗрӗслесе тӑма пулӑшать. Вӑрах вӑхӑт пурнăçламалли яваплă ӗçсем пӗрремӗш плана тухаççӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Çитес кунсем çӗнӗ шухӑшсем, çӗнӗ çыхӑнусем илсе килеççӗ. Коллективлӑ проектсем, пуçпа шутласа пурнăçламалли ӗçсем кал-кал пыраççӗ. Кашни ыйтăва çӗнӗлле татса пама пӗлни сире çитӗнӳ кӳрет.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Халиччен иккӗлентерӳллӗ ӗçсене уçăмлатма тăрăшни сирӗн шалти вăй-хăвата улăштарать. Эсир хăвăра мӗн кирлине те, эмоцисен чиккисене те лайăхрах ăнланма пуçлатăр. Çакă чăкăлтăшлă самантсенчен çăлать сире – хутшăнусенче те, ӗçре те.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев