Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Ку эрнере Юпитер витӗмӗ пултарулӑха путарма хăтланать

Апла пулин те карьера пусмипе çӗкленекенсем те пулаççӗ. Çавăн пекех парне паракансем тупăнаççӗ, лотерея билечӗпе те выляса илес шанăç та пур.

Городские пейзажи. Фото Оксаны Бердниковой.ТАКА 21.III – 20.IV Пессимистла шухăшсем кăмăлăра хуçаççӗ, çынсем сире хирӗç тăнипе те çыхăннă-тăр ку. Ун пеккисемпе ан хутшăнăр, ан тарăхăр. Çӗнӗ идейăсене пурнăçлама ан васкăр, лару-тăрăва самай кăткăслатӗç вӗсем. ВĂКĂР 21.IV – 20.V Халь сире чăтăмлăх кирлӗ. «Эп кам» тесе каппайланмалла мар çак кунсенче, пур çӗрте те сăпай, ăшпиллӗ пулмалла. Эсир япшар чӗлхеллӗ, харизмат пулни çынсене питӗ килӗшет. Финанс лару-тăрăвӗ кӗçех лайăхланать. Бизнесра та, карье­рăра та пуçаруллăрах пулмалла. 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI Таврари çынсем сирӗн пата юратса, ырă кăмăлтан туртăнаççӗ. Пурнăç хăвачӗ пысăк, шутланине пурнăçлама ансат. Анчах çак кунсенче ӗç хучӗсене, контрактсене алă пусма хушмаççӗ çăлтăрсем. Укçа-тенкӗ ыйтăвӗсене ăнăçлăн татса паратăр. РАК 22.VI –22.VII  Халь эсир ытти чухнехинчен хăюллăрах, тӗллевлӗрех. Кун пек чух ытлашши теветкелленесрен асăрханмаллине систереççӗ çăлтăрсем: «Кӗске вăхăтра пысăк çитӗнӳсем тума çук», – теççӗ çирӗппӗн. 

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII Çӗнӗ çынсемпе паллашма хатӗр пулăр, вӗсем сире питӗ пулăшӗç. Юлашки çулсенче тăрăшса ӗçленишӗн шă­па тивӗçлипе наградăлать тейӗн сире – ку эрнери тупăш тӗлӗнтерет, са­вăнтарать. ХӖР 23.VIII – 22.IX Ку эрне сирӗншӗн питӗ ăнăçлă иртет. Хăвăра лайăх туятăр, кăмăлăр çӗкленӳллӗ. Çӗнӗ çынпа паллашни  шăпа парне тунипе танах пулать. Укçа-тенкӗпе çы­хăннă ыйтура пулăшни ӳлӗм ырă ӗçсемпе таврăнӗ.

ТАРАСА 23.IX – 23.X Чăрмавсем пӗтнӗ, пуçланă ӗçсене вӗçлемелли çеç юлать. Ӗçӗрте пысăк улшăнусем кӗтеççӗ. Халь шутланине хăвăр тӗллӗн пурнăçламалла, ахальлӗн ăнăçу пулмасть. Çывăх çыннăрсемпе тăванăрсем сире хытă шанаççӗ. СКОРПИОН 24.X – 22.XI Хӗрӳлӗхӗре кăшт чакарма хушаççӗ çăлтăрсем. Хăвăр ума суя тӗллев лартса ун патне васкамастăр-и? Тăп, чарăнса приоритетсене çӗнӗрен пăхса тухăр. Çапла тусан ӗмӗтленни пурнăçланать.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII Хуть мӗнле пуçарăва та ăнăçлăн вӗçлетӗр. Çул çинче тимлӗрех пулмалла. Енчен те эсир Тухăç практикисемпе (йога, тӗслӗхрен) халиччен аппаланман-тăк, çак эрнере пуçламаллах. Вӗсем сире ума лартнă тӗллев патне çитме пулăшӗç. ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I Инкеке лексе аманасран асăрхаттараççӗ çăлтăрсем. Çак кунсенче çын çине тухмасан лайăхрах пулӗ. Кутăнлашса сăмахăр çине тăнине те ырламаççӗ çăлтăрсем. Хирӗçлемесӗр çын каланине итлени сирӗншӗнех лайăх пулать. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II Тавлашма хушмаççӗ çăлтăрсем, ку эрнере çынпа хутшăну татмалла мар. Юратнă мăшăрăра юрама тăрăшăр, эсир чылайранпа унăн кăмăлне шута илместӗр, ку лайăх мар. Куçман пурлăх, акци туянас текен арçынсене ăнать. ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III  Туйăмсем хыççăн ан кайăр, хăвăра алăра тытăр. Темӗнле кăткăс лару-тăрăва лексен те çывăх çыннăрсем пулăшаççӗ сире, çавăнпа пулăшу кирлӗ-тӗк, ыйтăр. Арçынсем хăйсемшӗн чи хаклине, юратнине çухатма пултараççӗ. Хӗрарăмсен харкашусене хутшăнмалла мар, тăкакланма тивӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп