Сувар

г. Казань

16+
Гороскоп

Шутланисем пурнăçланас шанăç питӗ пысăк

Тупăш кӳмен проектсемпе ӗçлер мар. Чуна савăнтарман ӗçрен, япаласенчен пӗр шелсӗр хăтăлар. Ӗçлӗ ыйтусене татса парасси – ку эрнере чи пӗлтерӗшли. Ушкăнпа тумалли ӗçсенче сисчӗвлӗ пулмалла, çынна шанмалли вăхăт мар халь.

ТАКА 21.III – 20.IV 

Тунтикунах профессире çӗнӗлӗхсем сиксе тухаççӗ. Эсир ыйтусене çӗнӗлле, ăнăçлă татса пама пултарнине пуçлăх асăрхать. Çакăнтан ӗçре улшăнусем пуçланаççӗ. Юнкун-кӗçнерникун паллашнă çыннăн пурнăç опычӗ сирӗншӗн усăллă пулӗ.  

ВĂКĂР 21.IV – 20.V 

Эрнен пӗрремӗш çурринче пултарулăхăра кăтартма май пулать. Ӗçтешӗрсем сӗнӗвӗрсене тивӗçлипе хакласа ӗçе йышăнӗç. Ытларикун тӗл пулнă çын хăйӗн проектне хутшăнма сӗнет. Юнкунпа кӗçнерникун интерьер çӗнетме сӗтел-пукан туянни аван.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI

Тунтикун илекен хумхантаракан хыпар ӗçпе çыхăннă. Тен, çакна пула малашнехи планăрсене те улăштарма тивӗ. Ытларикун çӗнӗ пӗлӗшӗрсен сӗнӗвӗсене тимлӗр. Канмаллисенче çемьепе пулмалла.

РАК 22.VI – 22.VII 

Тунтикунранах харкам пурнăçра кӗтмен пулăмсем сиксе тухаççӗ. Çак кунсенче сирӗн çывăха килсе тухнă çынна пула кулленхи япаласем çинех урăхларах пăхма пуçлатăр. Юнкун ӗçре тимлӗ пулмалла. Сирӗн интуици вирлӗ пулни çакăнта питӗ пулăшӗ. 

АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII 

Эрне пуçламăшӗнче хастартарах пулмалла, çăлтăрсем пултарулăхăра кăтартма май параççӗ. Сирӗн идейăсене кирлӗ çынсем асăрхаса пурнăçлама пулăшаççӗ. Эрне варринче сывлăха ытларах тимлӗх уйăрмалла. 

ХӖР 23.VIII – 22.IX 

Ӗçре улшăнусем пулаççӗ. Ытларикун пӗлӗвӗре, тавракурăмăра аталантарассипе ӗçлемелле. Финанс ыйтăвӗсене татса памалли кунсем – эрне варри. Канмалли кунсене уçă сывлăшра ирттерни вăй кӗртет.

ТАРАСА 23.IX – 23.X 

Профессири çӗнӗ идейăрсем çийӗнчех пурнăçланаççӗ. Юнкун, кӗçнерникун пуçланă ӗçе вӗçлессишӗн тăрăшмалла. Финанс лару-тăрăвӗ тăнăç, анчах хаклă япала туяннă чух «çиччӗ виç те пӗрре кас» тенине асра тытăр.

СКОРПИОН 24.X – 22.XI 

Тунтикун пурнăçри приоритетăрсене пăхса тухатăр – тӗрӗсех палăртнă-и вӗсене е урăххисене суйласа йышăнмалла. Сирӗн çивӗч интуици тахçантанпа канăçсăрлантаракан ыйтăва татса пама пулăшать. Документсене алă пуснă чух тимлӗ пулмалла.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII 

Çулçӳреврен хăват пухса килнӗскере тунтикун, ытларикун иртни те сисӗнмест. Çак эрнере шутламан çӗртен çула тухма тӳр килӗ, ют çӗршыв çыннисемпе тӗлпулусем тухăçлă иртӗç. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I 

Эрне пуçламăшӗнче профессири пӗлӳ шайне ӳстерессипе тăрăшатăр. Çакна пулах çитӗнӳсем тăватăр, пысăк витӗм кӳме пултаракан сумлă çынсем те асăрхаççӗ ăна. 

ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II 

Тунтикун инноваци сферинче, творчествăра ӳсме пысăк шанăç пулать. Ытларикун тӗл пулнă çын  ӗç сӗнӗ. Укçа-тенкӗ ыйтăвӗ аптратмасть.  Кăмăлăр савăк, сайра-хутра çеç кăшт канăçсăрланса илетӗр. 

ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III 

Эрне пуçламăшӗнче творчествăра хавхаланса ӗçлетӗр, çав вăхăтрах кашни пулăм сире  чӗререн хумхантарать. Эрне варринче хăвăрт татса памалли ыйтусем сиксе тухаççӗ. Эрнекун карьера тăвассипе, тупăш илессипе йышăнусем тумалла.

«Шедеврум» нейросетьпе усă курса тунă сăнӳкерчӗк. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп