Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

Шывтăкансем, малтан харкам ӗçӗрсене тимлӗр

Эрнелӗх гроскоп 27.03 – 02.04

ТАКА 21.III-20.IV 

Сирӗнте пăлхавçă вăраннă. Айккинчен критикленине, вӗрентсе каланине чăтма пултараймастăр. Ашшӗ-амăшӗпе пӗрле пурăнакан çамрăксене ку тапхăрта уйрăмах йывăр. Çак кунсенче çӗнӗ çынсемпе паллашасса систереççӗ çăлтăрсем. Вӗренекенсене, канма каякансене ăнать. 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Мăшăрпа хутшăнусем çирӗпленеççӗ. Ăс-хакăла пуянлатас текенсемшӗн те ăнăçлă эрне. Закон хуралçисемпе çак кунсенче тӗл пулмасан аванрах. Çул çине тухассине те урăх вăхăта куçарăр. Психологи, эзотерика пӗлӗвӗсене çăмăллăнах алла илетӗр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Тӗрлӗ ыйтăва туххăмрах ăнăçлăн татса парайăр çак кунсенче. Ума лартнă тӗллев патне çăмăллăнах çитетӗр. Ӗçлӗ çынсем çак кунсенче çитӗнӳ тăваççӗ. Юратура шăплăх тапхăрӗ пулсан та юлташăрсемпе хутшăнусем хӗрӳ. 

РАК 22.VI-22.VII 

Партнерсемпе, юратнă çыннăрсемпе хутшăнусене лайăхлататăр. Енчен те эсир халиччен ӗçтешӗрӗн хăтланăвӗсене ăнланмастăрччӗ-тӗк, çак кунсенче лăпкăн пур ыйтăва сӳтсе явса килӗштеретӗр. Мăшăрăрпа сирӗн хушăра ӗненӳ, тӳрӗ кăмăллăх пурри çак кунсенче уйрăмах хаклă. 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Кил-çуртăра хăтлăрах тăвасси, пурлăхпа çыхăннă ыйтусене татса парасси уйрăмах ăнăçлă пулса пырать сирӗн. Кашни хăйӗнче яваплăх туйни, пӗр-пӗрне пулăшни çемьери хутшăнусене ырăрах тăвать. Çак кунсенче кил-çурта тӗпрен юсама тытăнма та, тирпей-илем кӳме те лайăх вăхăт. 

ХӖР 23.VIII-22.IX 

Çемьеллисен эрни тату иртет. Мăшăрăрпа хуть мӗнле ыйтăва та çăмăллăн татса паратăр. Çакна тума юратнă çыннăра ытларах тимлемелле çеç. Аманас хăрушлăх ӳснине те асăрхаттараççӗ çăлтăрсем – тимлӗрех пулăр, ан васкăр. Килти техника вансан хăвăр тӗллӗн юсама ан хăтланăр. 

ТАРАСА 23.IX-23.X

Çемьеллисен эрне хӗвӗшӳллӗ иртет. Пӗр енчен сирӗн юрату ӳссех пырать, тепӗр енчен – мăшăрăн хăтланăвӗсене пур чухне те ăнланманнипе çухалсах каятăр, хумханатăр. Венчете тăракансемшӗн, турист пулса çула тухакансемшӗн эрне ăнăçлă. Çанă тавăрса ӗçе пикенекенсен те хурланмалли çук – тупăшӗ сисӗнмеллех ӳсет. 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Эрнипех юратупа супатăр. Савнă çынпа хутшăнни сире савăнтарать, усă та кӳрет. Сирӗн интерессем те пӗр пек, пӗрле пуçăннă кирек мӗнле ӗç те ăнăçлă пулать. Иммунитет вăйсăрланнине пула шăнса пăсăлас хăрушлăх пур.

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII 

Каллех юратупа хӗмленнисем çак кунсенче туйăмсен чăнкă авăрне чăмаççӗ. Савнине тӗлӗнтерме ан тăрăшăр. Пит хавхаланнипе шухăланса, харсăрланса кайнипе яваплăх çинчен манма пултаратăр. Хобби пуррисемшӗн эрне пит ăнăçлă вăхăт. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Эсир планлама юрататăр,  пӗлетӗр. Малашлăхри ӗçсене палăртма çак эрне питӗ ăнăçлă вăхăт сирӗншӗн. Юлташăрсемпе хутшăнма та лайăх çак кунсенче. Вӗсен шухăшӗсем, канашӗсем чылай ыйтăва татса пама пулăшӗç. Эрнен иккӗмӗш çурринче çемьери çынсене ытларах тимлӗх уйăрмалла. 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II

Тӗрлӗ вак-тӗвекпе аппаланса вăй-халăра, вăхăтăра, тен, укçăра та пӗтересси пирки систереççӗ çăлтăрсем. Малтан харкам ӗçӗрсене тимлӗр. Вӗренекенсемшӗн эрне ăнăçлă, çӗнӗ çынсемпе паллашни ӗçлӗ çыхăнусемшӗн усăллă пулать. 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III 

Хăвăртан самай аслăрах, опытлăрах çынсен сăмахӗсене ытларах тимлеме хушаççӗ çăлтăрсем. Пӗр-пӗр тӗн вӗрентӗвӗпе интересленсе çула тухакансем те пулаççӗ çак кунсенче. Пысăк япала туянасси пирки чылай иккӗленетӗр. Енчен те сăмах кил валли техника туянасси пирки пырать пулсан, тăкакланни тӳрре тухать. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев