Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗпелте

ПОВИДЛО – ПАНУЛМИРЕН

Панулмие çумалла та вăрринчен тасатса турамалла, кастрюле хурса 1 стакан шыв хушмалла. Çемçеличчен пӗçермелле. Кăмăл пулсан кастрюле марля хутаç ăшне хунă корицăпа гвоздика хумалла, кайран кăларса илмелле.

Пиçнӗ панулмие ала çине хурса тӳмелле. Ала витӗр тухнă нимӗр çине лимон сӗткенӗ тата сахăр песокӗ хушмалла, вăйсăр çулăм çинче 30 минут пăтраштарса тăрса пӗçермелле. Повидлăна стерилизациленӗ банкăсене тултарса хупламалла. 

2 кг панулми, 800 г сахăр песокӗ, çур лимон, 2-3 штук гвоздика, 1 патак корица кирлӗ. 

«ХУНЯМА ЧӖЛХИ» САЛАТ

Баклажана турамалла та тăвар сапса пӗр 30 минут лартмалла – йӳççи тухтăр. Помидора, пылак пăрăçа, ыхрана, йӳçӗ пăрăçа тасатса мясорубка витӗр кăлармалла. Пулнă хутăш çине сахăр песокӗ, тăвар, тип çу, уксус, туранă баклажан хушмалла та çур сехет пӗçермелле. Стерилизациленӗ банкăсене тултарса хупламалла. 

4 кг баклажан, 10 штук помидор, 10 штук пылак пăрăç, 5-6 пуç ыхра, 3 штук йӳçӗ пăрăç, 1 стакан сахăр песокӗ, 2 кашăк тăвар, 1 стакан тип çу, 150 мл 9 % уксус кирлӗ. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

1

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев