Мороженăй тата сӗт ямалла та блендерпа лайăх пăтратмалла
СЛАВЯН САЛАЧӖ
Çӗрулмине хуппипех пӗçермелле те сивӗнсен шуратмалла, турамалла. Хăяра, помидора, кăмпана, çӗрулмине пӗчӗк тăваткалсем çине турамалла. Майонез хушса пăтраштармалла, укроппа е симӗс суханпа илемлетмелле.
2 çӗрулми, 100 г тăварланă кăмпа, 2 помидор, 1 хăяр, 4 кашăк майонез, укроп е симӗс сухан кирлӗ.
КОКТЕЙЛЬ
Блендер чашкине хуппинчен тасатса туранă банан, мороженăй тата сӗт ямалла та блендерпа лайăх пăтратмалла. Хатӗр коктейле бокалсене ямалла.
2 банан, 400 мл сӗт, 200 г пломбир мороженăй кирлӗ.
Нет комментариев