ХӖРЛӖ КĂШМАНРАН ИКРА ХАТӖРЛЕТПӖР
Сухана, хӗрлӗ кăшмана пысăках мар тăваткалсем туса турамалла. Хулăн тӗплӗ кастрюле тип çу ярса вӗрилентермелле те кăшман ямалла. Пăтратса тăрса вăтам çулăм çинче 5–8 минут ăшаламалла.
Унтан кишӗр хушса тата 5–10 минут ăшаламалла, юлашкинчен сухан ярса тепӗр 5–10 минут ăшаламалла. Шултра туранă ыхра, тăвар, сахăр песокӗ, вӗтетнӗ хура пăрăç хушмалла, çиеле 100 мл вӗресе тăракан шыв ярса блендерпа вӗтетмелле.
Хуппинчен сӳнӗ помидора тата пылак пăрăçа пӗчӗк тăваткалсем туса турамалла та икра çине ямалла. Лайăх пăтратса вăйсăр çулăм çинче 10 минут пӗçермелле. Уксус хушса тата 5 минут вӗретмелле. Юлашкинчен блендерпа тепӗр хут вӗтетмелле.
3 кг хӗрлӗ кăшман, 230 гр сухан, 130 гр пылак пăрăç, 400 гр помидор, 1,5 апат кашăкӗ тăвар, 0,5 чей кашăкӗ вӗтетнӗ хура пăрăç, 100 гр тип çу, 2-3 апат кашăкӗ сахăр песокӗ, 3 апат кашăкӗ 9 процентлă уксус, 0,5-1 пуç ыхра, 100 гр вӗресе тăракан шыв кирлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев