Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

2002 çултанпа чăвашсем 570 пин çынна чакнă

2021 çулта иртнӗ халăх çыравӗн кăтартăвӗсем паллă пула пуçларӗç

2021 çулхи Пӗтӗм Раççейри халăх çыравӗн кăтартăвӗсемпе патшалăхри çынсен шучӗ икӗ миллион çынна ӳснӗ. Ку, паллах, Крым Раççей тытăмне кӗнипе пулса иртнӗ. Çав вăхăтра çӗршыври чăвашсен, марисен, мордвасен, тутарсен шучӗ чакнă. Ытти халăхсене пăхнă çӗрте, иртнӗ переписьпе танлаштарсан, Атăл тăрăхӗнчи халăхсенчен пушкăртсем кăна ӳснӗ. Демографи лару-тăрăвӗпе пушкăртсем тутарсенчен питех уйрăлса тăмаççӗ. Ку чухне каллех Пушкăртстанри тутарсене пушкăрт тесе çырнин проблеми çӳле тухать. 
ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗн Ркаил Зайдуллин шучӗпе, халăхсен шучӗсем чакни çуратаслăх чакнипе çыхăннă. Тутарсем кăна чакман, вырăссен шучӗ те ултă миллион сахалтарах. Пушкăртсен кăтартăвӗсем иккӗлентереççӗ, паллах. Çапах та пирӗншӗн чăвашсен шучӗ пӗлтерӗшлӗрех.  2010 çулхи перепись тăрăх, 1 миллион та 435 пин çынран эпир 1 миллион та 067 пин çынна юлтăмăр. 2002 çултанпа (1 миллион та 637 пин çын пулнă) чăвашсем 570 пин çынна чакнă. 
 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

2

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев