Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

50 çул хушшинче тӳме пысăкăш банкăри бальзампа миçе ăру сывлăхне тӳрлетнӗ-ши?

Пурте лайăх пӗлекен «Золотая звездочка» бальзама Вьетнамра XX ӗмӗр варринче шутласа кăларнă. «Cao Sao Vàng» ят панă ăна, «Çӳллӗ ылтăн çăлтăр» тесе куçарма пулать çак ята. Каярах вăрăм ят самай кӗскелнӗ – «Ылтăн Çăлтăр».

Бальзамра чи малтанах йăлт çутçанталăк компоненчӗсем пулнă: карас, çусем тата камфора. Тӗрлӗ кайăк-кӗшӗк сăхсан-çыртсан сӗрме кăларнă ăна Вьетнамра. Вăл кӗçӗтнине ирттернӗ тата шыçăнма паман. Ку Вьетнамра çапла пулнă.

СССРта мӗнлерех усă курнă «Çăлтăрпа»? 

Пирӗн çӗршыва ку бальзама 1975 çултан кӳрсе килме пуçланă. Хакӗ йӳнӗ, çакна кура кӗске вăхăтрах пурте пӗлекен, пурте юратакан препарат пулса тăнă. Унпа усă курасси те чылай анлăрах пулнă: тăнлавсене бальзампа сăтăрнă, сăмса питӗрӗннине ирттернӗ, шăнса пăсăлсан кăкăра бальзам сӗрнӗ... Анчах «Çăлтăрпа» усă курасси çакăнпах вӗçленмен – кил-çуртра йӗрке тума та пулăшнă вăл. Таракансем йышлă пухăнакан тӗле бальзам сӗрнӗ, сӗтел-пукан урисене йытă-кушак сиенлесрен те унпах усă курнă.

Çакăн пек анлăн усă курнин тупсăмӗ совет гражданӗсен тавçăрулăхӗнче кăна мар, чи малтанах бальзампа пӗрле хурса янă инструкци вьетнам чӗлхипе çеç пулнă. Препарат мӗн тума кирлине (аптекăра сутнă пулин те) ӳкерчӗксем тăрăх ăнкарса илнипех çырлахма тивнӗ. 

Бальзама пирӗн çӗршыва илсе килме пуçланăранпа кӗçех 50 çул çитет. Унтанпа фармацевтсем мӗнле кăна хăватлă эмел шыраса тупман-ши?! Апла пулин те «Çăлтăр» çав-çавах халăхра паллă. Халӗ тата анлăрах усă куратпăр пулӗ унпа. Производитель ăна пӗчӗк банкăра (ăна уçма кашни темӗн чухлӗ аппаланнă-тăр, хăнăхман çын çăмăллăн уçаймасть) çеç мар, халӗ кăранташ пек те, шӗвек пек те кăларать. Вӗсемпе усă курма ансат.

«Çăлтăрпа» 2 çулти ачасене те сиплеме юрать. Çавăнпа эпир ăна пӗчӗкренех пӗлетпӗр. 

– Шăнса пăсăлсан çеç мар, шăл ыратнă чух та «Çăлтăра» алла илетпӗр, пит шăммине, ӗнсене тата пысăк пӳрне çывăхне алăсене бальзампа сӗретпӗр. Кăшт вăхăтран шăл ыратни иртмелле. 

– Ангина чух кунне икӗ хутчен сӗрмелле. Йӗтес шăмми хушшинчи лупашкана, ал лаппин пысăк пӳрнин айккине, уран вăта пӳрнин аялти фалангине сӗрмелле. «Çăлтăрпа» ытти препаратсемпе пӗрле усă курни хăвăрттарах сывалма пулăшать. 

– Типӗ ӳслӗк чух та, çăра ӳслӗкрен те бальзампа кăкăра (чӗре тӗлне юрамасть) тăнлава, çурăма тата мăя çывăрас умӗн бальзампа сӗрмелле, шарфпа чӗркенмелле. 

– Çавăн пекех ингаляци тунă çӗрте бальзам пулăшăвӗ питӗ витӗмлӗ.  Пӗр литр шыва 50 градуса çити ăшăтмалла, вӗтӗ пăрçа пысăкăш бальзам хушса ирӗлтермелле. 10 минут хушши çăварпа сывласа илмелле техӗмлӗ пăса, сăмсапа сывласа кăлармалла. Пуç çинчен утиялпа витӗнни те пăсмӗ. 

– Кил-çуртри сывлăша лайăхлатма увлажнителе кăшт бальзам хушни те çитет, çак паха прибор çук-тăк, бутылкăри шывпа хутăштарса пульверизаторпа пӗрӗхмелле. 

– Ура тупанӗн ӳтне çемçетме çӳхе сийпе сӗрмелле те нуски тăхăнса çывăрма выртмалла. Ирхине урана çуса кремпа сӗрмелле. Ура тупанӗ кăкăр ачинни пек çемçеличчен кунсерен çапла тумалла.  

– Килти чӗрчунсем тӗрӗс мар вырăна туалета кайни пулать хăш чух. Кун пек чухне те «Çăлтăр» пулăшать. Çав тӗле бальзам сӗрсенех тӗрӗс çӳреме вӗренӗç. 

– Вăрăмтунасенчен хӳтӗленме çара ӳте «Çăлтăр» сӗрмелле. Хаклă хими препарачӗсене туянма та кирлӗ мар.

– Онихомикозпа (чӗрнесене кăмпа чирӗ ерни) кӗрешме те бальзамах пулăшать – çывăрма выртас умӗн чӗрнесене бальзампа сӗрмелле.

– Уйрăмах çуллахи вăхăтра бальзама çул çине илме манмалла мар, ӳт чӗрмеленсен, суранлансан бальзампа сӗрни сурана инфекци лекесрен упрать. Çитменнине вăл кӗске вăхăтрах ӳт илме пулăшать. 

–  Пилӗк ыратнине, мышцăсемпе аптрасан ыратакан вырăна куллен бальзам сӗрсен икӗ эрнерен самай аванрах туйăр хăвăра. 

– Ӳт туртăнса тăсăлсан «Çăлтăрпа» сӗрмелле. Икӗ эрнерен йӗрри те юлмӗ. 

– Ӳт кăвакарса тухсан аптекăран туяннă «Бадяга» ятарлă  кремпа усă курма пулать, анчах вăл ал айӗнче пулмасан бальзам пулăшӗ. Вӗри душ хыççăн кăвакарнă вырăна «Çăлтăрпа» сăтăрмалла, анчах куç çывăхне сӗрме юрамасть. 

– Ывăнсан, стреса пула пуç ыратма тытăнсан «Ылтăн Çăлтăр» пулăшать. Бальзама тăнлавсене тата ӗнсене сӗрсе пӗр кана лăпкăн выртмалла. 20-30 минутран пуç ыратни иртет. Пуç çаврăнсан та çак меслет пулăшать. 

– Бальзамри эфир çăвӗсем ывăннине, канăçсăрланнине ирттереççӗ, чунра килӗшӳ тупма пулăшаççӗ. Аромалампăпа та усă курма юрать, бальзам хушнă ваннăра выртсан та лайăх. 

– Тăртанса, шыçăнса тăракан урасене пакăлчакран чӗркуççи патнелле бальзампа сăтăрса хăпармалла.

Эпир пухса çырнă лайфхаксемпе пуринпе те усă курмасан та, хăшӗсем чăнах та пулăшасса шанатпăр. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев