Ăçта? Хăçан? Мӗн?
Июлӗн 21-мӗшӗнче Çырчаллинче Fiat машина çул урлă велосипедпа каçакан 14-ри ачана çапса хăварнă.
Аманнăскере васкаса больницăна çитернӗ пулсан та çăлса хăварайман. Аварире велосипедистăн айăпӗ те пур, çул урлă велосипедне çавăтса мар, çӳресе каçнă вăл.
Июлӗн 21-мӗшӗнче Камско-Устьински районӗнче «Лада» автомобиль водителӗ пысăк хăвăртлăхпа пынăран машинине итлеттерейми пулнипе çул хӗррине чăмнă та çаврăнса ӳкнӗ. Хăрушлăх пиçиххийӗпе çыхăнманскер, сывă юлайман.
Тепӗр çул-йӗр инкекӗ çак кунсенче Тури Услон районӗнче М-12 çул çинче пулнă. Пысăк хăвăртлăха пула Mazda автомобиль водителӗ машинине итлеттерейменнипе çул хӗрринчи карта çине çитсе тăрăннă. Машинăн капочӗ ваннисӗр пуçне хӗрарăм-пассажир аманнă. Васкавлă пулăшу ăна больницăна илсе кайнă.
Июлӗн 21-мӗшӗнче Лайăш районӗнчи Сокуры ялӗнче пӗр çурта аçа çапнипе пӳрт тăрри çунма тытăннă. Çăлавçăсем вăхăтра çитсе пушара сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ. Телее, никам та аманман.
Анат Камăра уголовнăй шырав сотрудникӗсем 31-ти арçынна тытса чарнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, шулӗксем телефонпа улталанă граждансенчен укçа пухаканӗ пулнă иккен вăл. Ун йӗрӗ çине ӳкме вара 84-ри арçын пулăшнă.
Такамсем телефонпа шăнкăравласа хӗрӗ аварие лекнӗ, ăна сиплеме васкавлăн укçа кирлӗ тесе сехрине хăпратнă. Çывăх çыннин сывлăхӗшӗн хăранă пенсионер курьера 100 пин тенкӗ тыттарса янă. Старик ун хыççăнах хӗрне шăнкăравланă та хăйне улталанине ăнланнă…
Полици аллине çакланнă арçын курьер ӗçне мессенджерсенчен пӗринче тупнине каланă, закона хирӗçле ӗç пулнине пӗлмен-мӗн вăл.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев