«Ак Барс» банк клиенчӗсем, ан пăшăрханăр – укçăра вăрламан!
Банк хупăнман, ăна вăрăсем те тапăнман. Укçана тавăрса параççӗ.
«Ак Барс» банк картти çинчи укçа ним туман çӗртен тăрук вӗçнине курсан çынсен сисӗнмеллех сехри хăпрӗ пулмалла. Анчах лăплантарма васкатпăр – банк картти çинчи юлнă укçана хывма та, карттăна хупма та ан васкăр! Банк хупăнман, ăна вăрăсем те тапăнман.Техника юсавсăрлăхне пула кăна мобильлӗ приложени ӗçлеме пăрахнă. Паян кун вӗçлениччен ăна çӗнӗрен хута ярасси, юсавсăрлăха пула вӗçнӗ укçана талăк хушшинче каялла тавăрасси çинчен пӗлтерчӗ «Ак Барс» банкăн пресс-служби.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев