Ăмсанаканăн пуçӗ пăтранать, вара хăй мӗн тунине те ăнланмасть
Ăмсанни вăл çапăçнинчен те юрăхсăртарах. Çапăçаканни сăлтавӗ пӗтсен çапăçма пăрахать. Каçару ыйтма та пултарать. Ăмсанакан вара нихăçан та юлташ пулмӗ. Пӗрремӗшӗ хирӗçтăрăва уççăн кăтартать, иккӗмӗшӗ – вăрттăн. Çапăçаканӗ хăйне мӗн килӗшменнине куçран калать, ăмсанакан вара ейкеленет, пăрăнать», – тенӗ Çветтуй. Ак пурнăçран тӗслӗх илер. Икӗ çын лайăх ӗç укçиллӗ вырăншăн тупăшать. Енчен те вӗсем кăмăл-сипет енчен чухăн, пурлăх енчен вара кăмăлӗ пысăк пулсан вӗсен хушшинче хирӗçтăру тухатех. Пӗри ӗмӗтленнӗ должноçа илсен уншăн конфликт пӗтет, тепри вара....
ĂМСАННИ ЧИ ПЫСĂК ÇЫЛĂХ ТУТАРАТЬ
«Игнатий владыка, мана çынсем пӗр-пӗрне ăмсанни, кӗвӗçни хумхантарать. Çавна пула çывăх тăвансемех ютшăнаççӗ, вăрçăнаççӗ. Мӗнле хăтăлмалла çак инкекрен?»
Ирина, Хусан.
– Ирина, ăмсанупа кӗвӗçӳ вăл инкек кăна мар, пысăк çылăх. Енчен те эсир Евангелие вуланă пулсан тăваттăмӗш сыпăкра çăтмахран хăваласа кăларнă Адампа Евăн пӗрремӗш ачисем хушшинчех ăмсану çуралнине, вăл пысăк инкек патне илсе çитернине куратăр. Ăмсану вăл çынна ярса илнӗ малтанхи çылăхсенчен пӗри. Ăмсануран çын вӗлерес çылăх çуралнă. Каин Авеля ун парнисене Турă йышăннине кура кӗвӗçнипе тăван шăллӗне вӗлерет. Акă мӗнлерех пысăк çылăх вăл ăмсану.
Ăмсанакан çын суккăр, хăлхасăр, апла курмасть те, илтмест те. Ăмсанупа пăтранса кайса вăл хăй мӗн тунине те хăш чух ăнланса пӗтереймест. Кун пек чухне чунтан кӗлӗ туса ăмсануран хăтарма ыйтни пулăшать.
Мӗн тенӗ-ха çветтуй аттесем ăмсану çинчен? Ак Иоанн Златоуст çырнине илер. Ăмсанакана вăл навус нăррипе, сыснапа, шуйттанпа танлаштарать. Ун шучӗпе, ăмсанни вăл Турра хирӗç уççăн тăни. Ку енчен пăхсан, ăмсанакан шуйттанран та хăрушăрах. Лешсем этеме хирӗç тăраççӗ пулсан, этем хăй пеккисенех усал сунать.
«Ăмсанни вăл çапăçнинчен те юрăхсăртарах. Çапăçаканни сăлтавӗ пӗтсен çапăçма пăрахать. Каçару ыйтма та пултарать. Ăмсанакан вара нихăçан та юлташ пулмӗ. Пӗрремӗшӗ хирӗçтăрăва уççăн кăтартать, иккӗмӗшӗ – вăрттăн. Çапăçаканӗ хăйне мӗн килӗшменнине куçран калать, ăмсанакан вара ейкеленет, пăрăнать», – тенӗ Çветтуй.
Ак пурнăçран тӗслӗх илер. Икӗ çын лайăх ӗç укçиллӗ вырăншăн тупăшать. Енчен те вӗсем кăмăл-сипет енчен чухăн, пурлăх енчен вара кăмăлӗ пысăк пулсан вӗсен хушшинче хирӗçтăру тухатех. Пӗри ӗмӗтленнӗ должноçа илсен уншăн конфликт пӗтет, вăл лăпланать. Ăнăçсăрри вара ăмсаннине пула конфликта тата шаларах кӗрсе каять. Ун чунне кӗвӗçӳ, ăмсану кăшлама тытăнать. «Хăй вырăнне» йышăннă çынна вăл каçараймасть. Каярахпа лайăх ӗç тупсан та чунӗ лăпланмасса пултарать. Çавăнпа çапăçаççӗ те çынсем.
Шел те, чăвашсен инкекӗ те ку. Пӗр-пӗрин çитӗнӗвӗсене йышăнма пӗлместпӗр, ăмсаннипе хамăра хамăр çухатса, шутпа чакса пыратпăр.
Медицина ăмсанăва ал-урана çыхлантаракан шухăш лару-тăрăвӗпе ăнлантарать. Мӗнле хăтăлмалла-ха ăмсануран? Кӗлӗ туса тата лару-тăрăва тӗплӗн шӗкӗлчесе.
Иоанн Златоуст питӗ лайăх канаш парса хăварнă. «Çын ăнăçуллă-тăк, апла ун урлă Турă мухтавӗ курăнать. Çав çын санăн тăвану пулсан апла эсӗ те ун урлă ăнăçуллă пулма пултаран. Сан урлă та Турă мухтавӗ курăнӗ. Енчен те ăнăçулли сан юлташу пулмасан ăна хăвăн тусу тума тăрăш. Ун урлă Турă хăвачӗ курăннишӗнех».
Ан манăр, ăмсанăва Турра хирӗç тăракан хура эшкер çын чунне кӗртнӗ. Евăна çӗлен панулмипе илӗртсе: «Эсир Турăсем пек пулăр, ырра та усала пӗлме пуçлăр», – тесе хӗтӗртнӗ. Каллех ăмсанни çылăха кӗме хистенӗ.
Çавăнпа та чуна пӗтерекен çылăхран хăтăлма тăрăшăр. Ырă ӗçсем тăвăр, пӗр-пӗриншӗн савăнма пӗлӗр. Турă пилӗ сирӗнпе пултăр.
Анат Кама тата Чистай епископӗ Игнатий.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев