БАТОНЧИК, ПЫЛАК АРАХИС...
Лайăш е Çӳлту районӗнче çитес вăхăтра кондитер производстви пулӗ, унта канфетсем кăларма пуçласшăн.
Малашне батончик, драже тата пылак арахиса Тутарстана ютран кӳме пăрахӗç, мӗншӗн тесен хамăр кăларма пуçлатпăр. Çӗнӗ кондитер производстви уçасси çинчен паян ТР Инвестици аталанăвӗн агентствин ертӳçи Талия Миннулина журналистсемпе тӗл пулсан пӗлтернӗ. Ун сăмахӗсем тăрăх, проекта Хусан çывăхӗнче пурнăçласшăн, хальлӗхе Çӳлтупа Лайăш районӗсем пирки шухăшлаççӗ. Площадкăна заказчикăн специалисчӗсем хăйсем килсе суйлӗç. Çӗнӗ производствăн технологийӗ те çӗнӗ пулать. Инвестор ку енӗпе опытлă, Раççейпе кăна мар, нумай çӗршывпа ӗçленӗ. Пӗтӗмпе производство çине 1 миллион доллар тăкаклӗç. ( И. Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев