Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Бензин хакӗ чакнă

РФ премьер-министрӗпе Михаил Мишустинпеа иртнӗ тӗлпулура Раççей вице-премьерӗ Александр Новак çӗршывăн 81 регионӗнче бензин тата дизель хакӗ чакнине палăртнă.

РФ премьер-министрӗпе Михаил Мишустинпеа иртнӗ тӗлпулура Раççей вице-премьерӗ Александр Новак çӗршывăн 81 регионӗнче бензин тата дизель хакӗ чакнине палăртнă. Сентябрӗн 21-мӗшӗнче йышăннă мерăсемпе РФ Правительстви топливăна чикӗ леш енне вăхăтлăха сутма чарнипе çыхăнтарнă Александр Валентинович çакна.  Ун сăмахӗсемпе, нефтебазăсенче дизель топливин хакӗ 8 процент чакнă (тоннăшăн 6,3 пин тенкӗ). Çак мерăсене пула кӗске вăхăтрах çӗршыври рынокра бензин татат дизель топливи самай ӳснӗ, биржа хакӗсем вара сисӗнмеллех чакнă. Пӗр тапхăр бензин татат дизель топливи хакланса кайнине пула Федераллă антимонополи служби нефть компанийӗсемпе автозаправка станцийӗсен ӗçӗсене тӗрӗслеме пуçланă, йӗркене пăсакансене явап тыттарама пуçланă та ӗнтӗ.

Сăнӳкерчӗ «Татар-Информ»ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Экономика