Çемйӗрте, юратура йăлт аван пулать
Ку эрнере çынсене ӗçтешӗсемпе те, пуçлăхпа та пӗр чӗлхе тупма йывăр, апла пулин те ума лартнă тӗллевсем патне çитме шăпа пулăшать. Эрне вӗçӗнче укçа-тенкӗпе çыхăннă ыйтăва татса пама май килӗ.
ТАКА 21.III-20.IV
Хăнана чӗнсен ан хирӗçлӗр — кирлӗ çынсемпе паллашма, çӗнӗ юлташсем тупма шанăç пур. Халь сирӗн хăвăра та, мăшăрăра та вак-тӗвек ыйтусемпе аптратса кăмăлсене пăсмалла мар.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Планетăсем сирӗншӗн питӗ меллӗ вырнаçса тухнă, хуть мӗнле йывăрлăха та çăмăллăн парăнтарса çитӗнӳ тăватăр, уйрăмах куçман пурлăхпа çыхăннă операцисем, пысăк япала туянасси ăнăçлă пулать.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Эсир çак кунсенче пуçăра çухатмалла юратса пăрахатăр. Савнă çыннăрăн кăмăлне çавăрма темӗн тума хатӗр. Анчах çăлтăрсем сире чикӗрен тухасран астутарса тăрӗç. Çывăх çыннăрсем те хӗрӳ
туйăмăрсене ăнланасшăн пулмӗç.
РАК 22.VI-22.VII
Халь эсир питӗ хавхалануллă, темӗнле кичем ушкăна та хăпартланса кайса хаваслантарма пултаратăр. Сирӗн ăшă кăмăлăр, пысăк чунăр кашнине шанăç парнелӗ, кăмăлне çӗклӗ. Анчах эрех-сăра ӗçме хушмаççӗ çăлтăрсем.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Ку эрнере сирӗн хастарлăха, тимлӗ пулма пӗлнине кăтартмалла. Тахçан пуçăнма шутланă ӗçсенчен ăнăçу кӗтмелле мар. Хӗрарăмсен арçынсенчен, арçынсен хӗрарăмсенчен сыхланмалла, мӗншӗн тесен шăп вӗсем чăрмав кӳрӗç.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Ку эрнере пуринпе те туслă пулăр, никама та ан тиркӗр, ан питлӗр. Кинона, театра кайни вăй-хал хушӗ. Арçынсене ку эрнере улталасшăн пулӗç. Хӗрарăмсен лару-тăру лайăх, тавракурăма анлăлатма та меллӗ вăхăт.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Хӗрарăмсем ку тапхăрта чи илемлисем, халиччен «тӗлӗрнӗ» пултарулăхăрсем те вăранаççӗ. Арçынсем хăйсен тахçанхи пӗлӗшӗпе тӗл пулаççӗ. Вăхăта аван ирттерӗр, пулни-иртнине, кӳренӳсене ан аса илӗр.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Хăвăра вăйпитти туятăр, кăмăлăр çиçсе тăрать, хуть мӗнле ӗçе пурнăçлама хатӗр. Арçынсемпе хӗрарăмсен хутшăнăвӗсем килӗшӳпе савăнтараççӗ. Арçынсене чееленме хушмаççӗ çăлтăрсем, тӗрӗслӗх çиеле тухсан намăсланма тивӗ.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Ӗçпе, бизнеспа çыхăннă ыйтусене эрнипех татса пама тӳр килет. Çула тухасси, документсене алă пусасси, çӗнӗ партнерсем, килӗшӳсем тăвасси тата çакнашкал ӗçсене хăвăрт, çăмăллăн ирттеретӗр. Лавккана тухни те кирлех — тум стилӗ çинчен манмалла мар.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Улшăнусен тапхăрӗ пуçланать сирӗншӗн. Ӗç вырăнне хăвăршăн пахарах тума тăрăшатăр, çемьери хутшăнусене лайăхлататăр, творчествăпа ытларах аппаланатăр. Коммерци ӗçӗ тупăшпа савăнтарать.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Ку тапхăр сирӗншӗн йывăр, пытармастпăр. Анчах ăна чăтса ирттермеллех, çапла кирлӗ. Май пулсан инçе çула ан тухăр, тимлӗрех, асăрхануллăрах пулăр. Çак кунсенче çӗнӗ çынсемпе паллашма, пӗлӗвӗре ӳстерме меллӗ.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Çăлтăрсем сире эрнипех тӗрлӗ плансемпе, идейăсемпе илӗртеççӗ, анчах вӗсене пурнăçлама май памаççӗ. Ывăниччен ӗçлени арçынсен сывлăхне хавшатӗ. Хӗрарăмсен тупăшӗ ӳснӗ май чун пушаннине туйӗç.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев