Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Чипер Маринепе Яка Кулине калаçаççӗ

Кăштах кулăш

Чипер Маринепе Яка Кулине калаçаççӗ.

– Мăшăру мартăн 8-мӗшӗ ячӗпе мӗн парнелерӗ? – ыйтать Марине. 

– Çӗрӗ тата хăлха çакки. Сана вара?

– Хваттер уççи. 

– Вăт вӗт! Хăçан çӗнӗ хваттер ӗçки пулать-ха?

– Пӗлместӗп. Уçă кăна парнелерӗ, хваттерне туянман-ха вăл...

 

* * *

Мартăн 8-мӗшӗнче Вӗçкӗн Ваççа чиркӳре турăш умӗнче тăрать.

– Турăçăм, мӗншӗн хӗрсем пурте чечек пек чипер, ырă кăмăллă, хаваслă, хӗрарăмсем вара çӗлен пек чăркăш, тухатмăш пек хаяр? Ăçтан тупăнаççӗ вӗсем? – ыйтать вăл турăш çине тинкерсе. 

– Хӗрсене эпӗ çапла çуратса яратăп, арăмăрсене вара эсир – арçынсем – çав тарана çитеретӗр... – илтӗнет таçтан çӳлтен сасă. 

 

* * *

Кукша Кӗркури ылтăн пулă тытнă тет. 

– Ылтăнăм, манăн ӗмӗтӗме пурнăçла тархасшăн, кашни кун февралӗн 23-мӗшӗ пултăрччӗ!

– Э-э, кая юлтăн эс, Кӗркури! Санăн арăму кашни кун мартăн 8-мӗшӗ пултăр тесе заказ парса ӗлкӗрчӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев