Çӗнтерӳ çинчен çырнă кӗнекине Сементер хăй шутӗнчен пичетлесе кăларнă
Хальхи вăхăтра кӗнеке кăларасси ытла çăмăлах япала мар, апла пулин те Аслă Çӗнтерӗвӗмӗр 75 çул тултарнă вăхăтра тухнă кӗнеке хăй сулăмӗпе те, вăхăчӗпе те вырăнлă пулчӗ теме пулать, – тенӗ Юрий Семенович
Чăваш Республикин Наци библиотекинче паян чăваш халăх поэчӗн Юрий Сементерӗн «Çӗнтерӳ ячӗпе» кӗнекин презентацийӗ иртнӗ. Ăна автор Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 75 çул çитнине тата Чăваш автономи облаçӗ йӗркеленнӗренпе 100 çул çитнине халалланă. Кӗнекене маларах пичетлемен сăвăсемпе поэмăсем кӗнӗ.
Кӗнеке хăтлавне библтотекăн тӗп специалисчӗ Ольга Тимофеева ертсе пынă. Презентаци онлайн меслетпе иртнипе унта нумаях çын хутшăнман: Юрий Сементер хăй, ЧР профессионал-çыравçăсен пӗрлешӗвӗн ертӳçи Лидия Филиппова, тата Чăваш Кӗнеке издательствин редакторӗ Галина Матвеева.
– Хальхи вăхăтра кӗнеке кăларасси ытла çăмăлах япала мар, апла пулин те Аслă Çӗнтерӗвӗмӗр 75 çул тултарнă вăхăтра тухнă кӗнеке хăй сулăмӗпе те, вăхăчӗпе те вырăнлă пулчӗ теме пулать, – тенӗ Юрий Семенович. – Вăл вăрçă теми, салтак теми, пирӗн халăхăн чун тасалăхӗн теми, хамăр çӗршыва юратни, патриотла туйăмсем пирӗн чун-чӗрере тарăн тымар яни – çак шухăшсем кирек хăш поэта та канăç памаççӗ, çав шутра Сементере те.
Çӗнӗ кӗнекене поэтăн салтакра пулнă вăхăтри сăввисенчен пуçласа хальхи вăхăтра çырнисем кӗнӗ. Вăл тӳрӗ эфирта хăйӗн сăввисене вуласа панă. Кӗнекене вăрçă хирӗнче пуçӗсене хунă чăваш çыравçисемпе сăвăçсем çинчен çырнă «Мамай сăртламӗ» ятлă сăвă-реквием та кӗнӗ.
Кӗнекине автор хăй шутӗнчен пичетлесе кăларнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев