Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Çӗнтерӳ юррин эстафети Самара çитрӗ

Акцие Тутарстан те хутшăнма хатӗрленет. Эпир чăвашсем Çӗнтерӳ юрри чăвашла янăрасса чăтăмсăр кӗтетпӗр.

Атăлçи тăрăхӗнче апрелӗн 25-мӗшӗнчен «Наш День победы» юрă марафонӗ пуçланчӗ. Пурте аван пӗлекен тӗп Çӗнтерӳ юрри «День Победы» историре пӗрремӗш хут мордвалла, удмурта, пушкăртла янăрарӗ. Эстафетăна Пушкăртстан Республикинчен паян Самар облаçӗ йышăнчӗ. Юрă вырăнти телеканалсемпе радиостанцисенче янăрӗ. Соцсетсене #песнипобедыПФО #нашденьпобеды хештегпа вырнаçтарӗç. Акцие кашни кун урăх регион хутшăнать, юрра Атăлçи тăрăхӗнчи халăхсен чӗлхипе юрлӗç.Çӗнтерӳ кунӗнче Майăн 9-мӗшӗнче «День победы» юрра акцие хутшăннă мӗнпур коллектив пӗрле юрлӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 75 годовщина победы