«Эпӗ чăвашла калаçатăп» акцие хутшăн!
Çӗнӗ хыпарсем

«Эпӗ чăвашла калаçатăп» акцие хутшăн!

Чăвашла пӗлекенсем, чăвашла маннисем тата чăвашла калаçма вӗренес текенсем – пурте хутшăнма пултаратăр.

Чăваш чӗлхи кунне халалласа Чăваш Республикин вӗренӱ институчӗ ака уйăхӗн 20-25-мӗшӗсенче «Эпӗ чăвашла калаҫатăп» акци ирттерет. Акцие чăвашла калаҫакан кирек кам та хутшăнма пултарать: чăваш чӗлхи ҫинчен сăвă вуласа видео ҫине ӱкерсе илмелле те #эпĕчăвашлакалаçтăп хештегпа Интернетри хутшăну тетелӗсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтармалла. (К.Малышев сăнӳкерчӗкӗ).


День родного языка

Нет комментариев