Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Кашни тӗпре салтак чунӗ

Теччӗ районӗнчи Чăваш Чакăлтăм ялӗ иртнӗ шăматкун, апрелӗн 25-мӗшӗнче, акцие хутшăнса ял варринчи клубпа шкул хушшинчи лаптăка 50 тӗп чие тӗмӗ лартрӗ.

 Аслă Çӗнтерӳ 75 çул çитнӗ тӗле пуçарнă «Асăну сачӗ» халăхсем хушшинчи акци малалла тăсăлать. Унăн тӗллевӗ – вăрçăра пуç хунă, хыпарсăр çухалнă 27 миллион çынна асăнса кашнин ячӗпе йывăç лартасси. Çапла кăçал Раççей территорийӗнче 27 çӗнӗ хунав ешерӗ. Акцие кирек кам та хутшăнма пултарать. Фронтран таврăнманнисене асăнса мартăн 18-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 22-мӗшӗччен йывăç лартмалла. Ăçта тата мӗнле йывăç лартасси пӗлтерӗшлех мар. Тӗп вырăнта – асăну.

Теччӗ районӗнчи Чăваш Чакăлтăм ялӗ те иртнӗ шăматкун, апрелӗн 25-мӗшӗнче, çак акцие хутшăнчӗ. Ял варринчи клубпа шкул хушшинчи лаптăка 50 тӗп чие тӗмӗ лартрӗ. Кашни йывăçа Георги хăйăвӗ çыхрӗ. Сăваплă ӗçе пӗтӗм ял, ватти-вӗтти таранах, хутшăннă. Çамрăк чие тӗмӗсене вара хăйсен пахчисенчен кăларнă.

1941-1945 çулсенчи Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçине çак пӗчӗк ялтан 106 çын хутшăннă, вӗсенчен 63-шӗ таврăнайман. Шăп çак çынсене асăнса лартнă чие сачӗ ешерӗ те кунта. Акци вӗçленмен-ха, миçе çын таврăнманнине кура çитес кунсенче тата 13 тӗп лартма хатӗрленеççӗ чакăлтăмсем. Тен, канмалли кунсене килнӗ хула çыннисем те акцие хутшăнӗç тесе кăна ял-йыш кăмăлне хăварас темен иккен вӗсем.

 Сăмах май, ялта акци пулассине çӗршывăн тӗрлӗ кӗтесне саланнă чакăлтăмсем пурте пӗлеççӗ, мӗншӗн тесен Вотсапра ял-йышăн ушкăнне йӗркеленӗ. Ялтисемпе хуласенчисем мӗнпур ӗçе пӗрле сӳтсе яваççӗ унта. «Асăну сачӗ» лартас шухăша та ак, аякрисем питӗ ырласа йышăннă.  Коронавируса пула самоизоляцире ларма тивнӗрен кăна яла килеймен. Апла пулин те, вӗсен ятӗнчен те ялти тăванӗсем чие лартаççӗ.

«Акци вӗçленнӗ те –  маннă»,  – тени чакăлтăмсем çинчен мар. Ял халăхӗ апрелӗн 26-мӗшӗнче те нимене тухнă. Хальхинче  яла кӗрекен çул хӗррисене, çамрăк посадкăна типӗ курăкран тасатнă. Аса илтеретпӗр, ял урамӗсене, анатри ватă икӗ пӗвене, ун йӗри таврашне апрель уйăхӗн  пуçламăшӗнчех тасатнă ӗнтӗ. 

Çитес вăхăтра каллех кар тăрса тухӗ  ял çынни. Çанталăк лайăх тăрсан Май уйăхӗн 1-мӗшӗнче масар территорийӗпе йӗри-таврашне тасатма хатӗрленеççӗ.

Яла куç пек упранипех экологийӗ таса, ниçта пӗр хут татки йăваланмасть. Курăнать – пур-ха ялăн хуçисем. Аслă Çӗнтерӗве 75 çул çитнине халалласа лартнă чие сачӗ малалла кашласа кăна ӳстӗр, илемӗпе, тутлă çырлипе ял-йыша савăнтартăр. Ахаль сад мар вӗт вăл, кашни тӗпе вăрçăран таврăнман Чакăлтăм  çыннине асăнса лартнă, эппин, вӗсенче ентеш-салтакăн чунӗ. Тинех вӗсем киле, тăван яла таврăннипе танах ку. Мӗншӗн тесен манмасан чунӗ пурăнать этемӗн. (Л. Семенова сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 75 годовщина победы