Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ХУСАНТА ЧАРĂНУСЕМ ĂСЛĂЛАНАÇÇӖ

2019 çулта Хусанта оществăлла транспортпа çӳрекенсем валли Wi-Fi, ăшăтакан çӗнӗ йышши чарăну павильонӗсем пулаççӗ.

Хусанăн 2019 çулхи тӗп планӗсенчен пӗри вăл – хулара «Ăслă чарăнусем» лартасси. Кун çинчен ТР Инвестици аталанăвӗн коллегийӗнче «Ростелеком» ПАОн «Волга» макрорегион филиалӗн директорӗ Алексей Миронов пӗлтернӗ. Ун сăмахӗсемпе, проект пурнăçа  кӗрсен, инвестици 500 миллион тенкӗрен кая мар пулмалла. Ăна республикăн Инвестици аталанăвӗн агентствипе пӗрле йӗркелӗç.

«Ăслă чарăну» вăл –  ГЛОНАСС системин даннăйӗсемпе усă курса автобус миçе минутран çитессине хыпарлакан интерактивлă таблоллă, видосăнавлă, тӳлевсӗр Wi-Fi тата ăшăтакан системăллă çӗнӗ йышши чарăну павильонӗ. («Татар-информ» ИА сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: транспорт