Хусанта чăваш пачăшки ертсе пыракан чиркӳре ыран палăк уçăлать
Ноябрӗн 4-мӗшӗнче ирхине ТР Президенчӗпе Рустам Миннихановпа Тутарстан митрополичӗ Феофан Хусанта Чистопольски урамӗнчи çветтуй асапçă Хусан митрополичӗ Кирилл храмӗнче Петрпа Феврони çветтуйсене халалланă палăк уçаççӗ.
Ыран, ноябрӗн 4-мӗшӗнче, Турă амăшӗн Хусан турăшӗн кунӗнче ирпе ирех ТР Президенчӗпе Рустам Миннихановпа Тутарстан митрополичӗ Феофан Хусанти Чистопольски урамӗнчи çветтуй асапçă Хусан митрополичӗ Кирилл храмӗнче (чиркӗве чăваш пачăшки Игнатий атте ертсе пырать) Петрпа Феврони çветтуйсене халалланă палăк уçаççӗ.
Петрпа Феврони çветтуйсен палăкӗ Хусанта пулмалли çинчен хушăва ТР Президенчӗ Р.Минниханов 2015 çулта алă пуснă. Ятарлă конкурс пуçарнă. Раççейри скульпторсем тăратнă 22 проектран Мускаври Дабаев скульпторпа Пшеничников архитекторăн ӗçне суйланă. Шăпах вӗсен проекчӗпе хатӗрленӗ палăка ыран уçаççӗ те.
Ун хыççăнах Тутарстанпа Хусан митрополичӗ Феофан Хусан Кремлӗн территорийӗнче уяв литургине ирттерет , унтан тӗне ӗненекенсемпе пӗрле чиркӳ çыннисем Кремль – Профсоюз – Хусан 1000-çуллăхӗ – Кремлевская Набережная – Батурин – Карл Маркс – Миславски – Большая Красная урамӗсем тăрăх Турă амăшӗн Хусан турăшӗ çынсене пуçласа курăннă вырăна – Богородицки мăнастирне– çити хӗрес йăтса утаççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев