Кӑнтӑрла хыҫҫӑн поликлиникăсенче ҫын ҫук
Ҫапах эпир мӗн пур эпидемиологи асӑрханӑвӗсене пӑхӑнмаллах: маска режимӗ, перчеткесем тата дистанци
Тутарстанӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Марат Садыков пӗлтернӗ тӑрӑх, поликликӑсем план тӑрӑх ӗҫлеме пуҫличчен, Хусанти 7-мӗш пульницапа ДРКБ-н йышӑну уйрӑмӗсене пынӑ ҫынсен 90 проценчӗ "тем пуласран" тенӗ пек асӑрханса килнӗ.
"Малтан хулари 7-мӗш пульницапа ДРКБ йышӑну покойӗсене талӑкра вӑтамран 340-350 ҫын пыратчӗ. Вӗсенчен ҫурри ытла пульницана выртма килӗшместчӗ, – пӗлтернӗ Садыков. – Хальхи вӑхӑтра йышӑну покойне килекен ҫынсеечен 80-90% вырӑсла каласан "на всякий случай" пынӑ.
Ҫак кӑтартӑва ТР Сывлӑх сыхлав министерстви тӗпчеса анализлать, малашне республикӑра медицина пулӑшӑвӗ парас система улшӑнма пултарать.
Самоизоляци вӑхӑтӗнче поликлиникӑсене васкавлӑ пулӑшу ыйтса килекенсем пулманнипе пӗрех, тесе палӑртнӑ Марат Садыков. Планлӑ йышӑнусем валли поликлиникӑсене хупнӑ пулнӑ.
Хальхи вӑхӑтра Тутарстан поликлиникисем ӗҫлеме пуҫланӑ.
"Ытларах ҫын ирхине 8 сехетрен пуҫласа 11 сехетчен килет. Кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫын сахал, веҫех лӑпкӑ. Ҫапах эпир мӗн пур эпидемиологи асӑрханӑвӗсене пӑхӑнмаллах: маска режимӗ, перчеткесем тата дистанци", – аса илтернӗ республикӑра пурӑнакансене Минздрав пуҫлӑхӗ.
#МинздравРТСадыков
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев