Маралсен шучӗ Тутарстанра ӳсет
Тутарстан территорийӗнче пăлан-тавраш 200 çул каяллах пулнă. Аксу, Нурлат, Алексеевски, Спас вăрманӗсенче маралсен шучӗ хальхи вăхăтра та 40 пуç ытла. Аксу районӗнчи Емелькино ял хутлăхӗн территорийӗнче ку чӗрчунсем ялсен çывăхнех пыма та хăрамаççӗ
Асăннă вăрмансенче пурăнаканнисене темиçе çул каялла Алтай тăрăхӗнчен кӳнӗ пулнă. ТР Президенчӗ пуçарнипе ку енӗпе 2012 çулта ятарлă программа хута кайнă. 2017 çулта чӗрчунсене пӗрремӗш хут Пӳлер вăрманне ирӗке янă.
.
Маралсемшӗн чи йывăр вăхăт — хӗлле. Тарăн юр ăшӗнчен апат тупма кансӗррипе вӗсем валли вăрмансенче ятарласа сырăшсем тунă. Хӗллехи вăхăтра вăрманçăсем апат хурсах тăраççӗ, çавăнпа ку сырăшсенчен пит инçех каймаççӗ вӗсем. Маралсене Емелькино ял хутлăхӗнчи ялсем патӗнчи хирсенче те час-часах курма пулать. Кунти хирсене курăк çиме килеççӗ вӗсем
Аксу район хаçачӗ пӗлтернӗ тăрăх, çак чӗрчунсен юнне çӗнетес тӗллевпе кăçал çуркунне Пӳлер заповедникне маралсен тепӗр партине Ешӗлвар районӗнчен кӳрсе янă.
Маралсем çынсемшӗн хăрушă мар, курсан тараççӗ. Çавах та вӗсем вăрман выльăхӗсем, апла-тăк вӗсенчен мӗн кӗтмеллине тепӗр чух пӗлме çук, çавăнпа вăрман ӗçченӗсем çынсене çывăхнех пырса çӳреме тăрăшмалла маррине асăрхаттараççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Ял пурнăçӗ» хаçатран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев