Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççейӗн спорт центрӗ Эльметре

2024 çулта Эльметре Триатлонăн федераллă центрне тума пуçлаççӗ. Тутарстанра Триатлон федерацин центрне уçасси пирки иртнӗ кӗркуннех калаçусем пулнăччӗ. Раççейре триатлон спорчӗпе аппаланакансен ăмăртусене хатӗрленме ятарлă центр пулманнипе çыхăннă вăл.

Хальлӗхе РФ Триатлон федерацийӗ центрăн концепцине хатӗрлет. Ку ӗç вӗçлесенех, ТР Спорт министрӗн В Леоновăн сăмахӗсемпе, проектпа смета хатӗрлӗç, строительствăпа çыхăннă ӗçсене сӳтсе явӗç. Çав шутра экологи тӗпчевӗсене иртттересси те кӗрет. Минитр сăмахӗсемпе Элмет çӗрне строительсемшӗн экологи енчен ансат зона тееймӗн. Çавăнпа центр пулас вырăнта тӗпчев ӗçӗсем ирттерни тӗрӗс пулӗ. Малтанлăха палăртнă тăрăх 2024 çул вӗçнелле спорт центрне тума тытăнаççӗ.

Иртнӗ эрнере ТР Раисӗ Р.Минниханов Триатлон федерациӗн президенчӗпе Ксения Шойгупа тӗл пулнă. Унта республикăра спортăн çак енне анлăрах аталантарасси пирки, тӗрлӗ ăмăртусем ирттересси çинчен калаçнă. Паллах, Триатлон центрӗпе çыхăннă ыйтусене те сӳтсе явнă.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ»ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт