Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççейре цифра трансформацийӗпе çӗнӗ наци проекчӗ хута каять

Искусствăлла интеллект, хамăр çӗршывăн софчӗ, киберпреступниксемпе кӗрешесси, миллионшар çынлă хуласене 5G тивӗçтересси – çак тата ытти ыйтусене пăхса тухрӗç Kazan Digital Week форумăн пленарлă ларăвӗнче.

Тутарстан цифра трансформацийӗпе Раççейре лидер регионсен шутӗнче. «Цифра экономики» наци проектне пурнăçлани IT сфера аталанăвне пысăк тӳпе кӗртнӗ. Кун пирки ТР Раисӗ Kazan Digital Week форумăн пленарлă ларăвӗнче каларӗ. 

Лару РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин форума хутшăнакансене ăнăçлă ӗçлеме суннинчен пуçланчӗ. Унта вăл видеорежим майӗпе хутшăнчӗ. 

– Kazan Digital Week IT-продуктсем шутласа кăларакан тата вӗсене туянакансем, патшалăхпа бизнес, пуçлакан специалистсемпе профессионалсем тӗл пулмалли Раççей тата халăхсен хушшинчи чи пысăк площадкăсенчен пӗри. Пӗрле сирӗн нумай ыйтăва татса памалла тивет. Чи кирлисенчен пӗри — çӳллӗ квалификациллӗ кадрсем хатӗрлесси. Ку отрасльте паяна 900 пин специалист ӗçлет. Нумай çамрăк хăй пурнăçне çӗнӗ технологисемпе çыхăнтарма ӗмӗтленет. Кăçал аслă шкул пӗтернисенчен кашни вуннăмӗш информаципе технологи специальноçне илнӗ. Малашне ку шут ӳссех пырӗ, — терӗ Михаил Мишустин. 

Правительство Председателӗ палăртнă тăрăх, пӗлтӗрхи кăтартусемпе информацилле технологисен Раççейӗн шалти пӗтӗмӗшле продукцинчи (ВВП) пайӗ 2 процентпа танлашнă. Юлашки 5 çулта экономикăн çак секторӗ пуринчен те хăвăртрах аталанать. Раççейӗн программа тивӗçтерӗвӗсем кăна 22 пине яхăн. Бизнес хамăр çӗршывăн технологийӗсемпе ытларах усă курма пуçланине палăртмалла. 2023 çулта IT услугисен калăпăшӗ 3 триллион тенкӗпе танлашнă. Патшалăх пуçлăхӗн хушăвӗпе çитес ултă çулта экономикăн тӗп секторӗсенчи 80 процента яхăн организацийӗ производствăра, управлени ӗçӗсенче Раççей софчӗ çине куçмалла. Санкт-Петербургра иртнӗ экономика форумӗнче РФ Президенчӗ каланине аса илтерсе Михаил Мишустин 2030 çул тӗлне экономикăн каши отраслӗнче, социаллă сферăра цифра платформисене йӗркелемелле, вӗсене граждансемпе бизнес валли меллӗ, ăнланмалла тумалла. Тепӗр задачăсен шутне Правительство пуçлăхӗ искусствăлла интеллект никӗсӗнче ӗçлекен пысăк хăрушсăрлăхлă технологисене сарассине кӗртрӗ. Приоритетлă енсен шутӗнче сывлăх сыхлав, вӗрентӳ, экологи, хăрушсăрла хула таврашӗ. 

Максут Шадаев «Даннăйсен экономикипе патшалăхăн цифра трансформацийӗ» çӗнӗ наци проекчӗ пирки каларӗ. Кӗçех ăна йӗркелесе пӗтермелле. 
—Наци проекчӗн тӗллевӗ паллă. Ăна йӗркелесси пирӗншӗн çирӗп тӗрӗслев пулчӗ. Кунта приоритетлă задачăсене тата улшăнусен никӗсне палăртасси пӗлтерӗшлӗ. Цифра трансформацийӗ 2036 çулччен çӗршыв аталанăвӗн тӗп тӗллевӗсенчен пӗри пулса тăрать, — терӗ РФ цифра министрӗ. Максут Шадаев сăмахне пӗтӗмлетсен çавна палăртмалла: Раççей çӗршывра интернет çыхăнăвӗ пур çӗрте те пултăр тесе çывăхри орбитăна спутниксем кăларма, 2023 çулта миллионлă хуласене 5G сетьпе, 100 çын кăна пурăнакан ялсене интернетпа, вӗрентекенсене хамăрăн операци системиллӗ планшетсемпе, кашни шкула вай-файпа тивӗçтерме, искусствăлла интеллектпа çыхăннă наука тӗпчевӗсене финанслассине темиçе хутчен ӳстерме, 6G сетьпе ӗçлеме тытăнма, фишинглă тата шулӗксен сайчӗсене палласа илекен технологисене аталантарма, IT специалистсене хатӗрлессине ӳстерме палăртнă.

ТР Раисӗ Рустам Минниханов цифра трансформацийӗпе Тутарстан лидер регион пулнине каласа республикăра патшалăхпа финанс услугисемпе усă курма кашнине пӗр пек майсем туса пама тăрăшнине палăртрӗ. Амбицилле задачăсен шутӗнче МФЦна е урăх организацие каймасăрах кирлӗ услугăна электронлă майпа илесси. 

Ун сăмахӗпе, ку çул вӗçлениччен 140 пин ӗç вырăнне хамăр çӗршывăн софчӗ çине куçарма йышăннă.
—Тутарстанра пурӗ 3,3 пин IT компани, 42 пин çын ӗçлет унта. Юлашки 5 çулра вӗсем пӗрлехи тупăшӗ икӗ хут ӳссе 177 миллиард тенкӗпе танлашрӗ, — кăтартусемпе паллаштарчӗ республика ертӳçи. 

Хăй енчен Шадаевран Хусанти çыхăну техникумӗн çӗнӗ кампусӗн строительствине тӗрев пама ыйтрӗ. Техникум федераллă пӗлтерӗшлӗ, унта çӗршывăн 38 регионӗнчен вӗренме килнӗ. Конкурс пысăк, пӗр вырăна 15 çын. Республика представителӗсене типовой информаци системисене тăвассипе ӗçлекен ӗç ушкăнне кӗртме те ыйтрӗ. 

Малалла çӳлерех асăннă спикерсем сăмах илчӗç. Вӗсем харпăр хăйӗн ведомствине кура ӗç процесне çӗнӗ технологисем кӗртесси мӗнлерех пынипе паллаштарчӗç. 
Ирина Трифонова. 
Автор тата В.Васильев сăнӳкерчӗкӗсем. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Экономика