Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Саплӑк "саркайӑкпа" пуянланнӑ

П.Н.Артемьев: "Ку самолет палăкне пирӗн ял ыркăмăллăхçисем вырнаçтарма пулăшрӗç"

 САПЛĂКСЕН САРКАЙĂКӖ

«Вильга-35» – Польшăра 1962-2006 çулсенче туса кăларнă вӗрентӳпе спорт самолечӗ. Вăл пӗчӗк те çăмăл. Унпа Совет Союзӗнче 1973 çултанпа пилотсене вӗрентме усă курнă. Унпа планерсене сӗтӗрнӗ, парашютистсене сикме вӗрентнӗ, çынсене турттарнă.

Ахальтен мар Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче çӗнтернӗренпе 75 çул çывхарнă май, çакăн пек самолетăн юсаса çӗнетнӗ макетне Çӗпрел районӗнчи Алешкин Саплăк ялӗнче клуб умне вырнаçтарнă. Çак ялта СССР авиаци промышленноçӗн министрӗ Петр Дементьев çуралнине манасшăн мар саплăксем. Икӗ хутчен Социализмла Ӗç Геройӗн çӗршыв умӗнчи тивӗçӗсем нумай, вăрçă пуçланичченех ӗçлеме тытăннă вăл Совет Союзӗн авиапром комиссариатӗнче. Сывлăшри çӗнтерӳсемсӗр Аслă Çӗнтерӳ пулмастчӗ, çавăнпа та пирӗн летчиксен паттăрлăхне ялан асра тытмалла. Кунта асра тытаççӗ те.

Алешкин Саплăк ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Петр Артемьев пӗлтернӗ тăрăх, вăрçă ветеранӗсене халалласа пӗлтӗр кӗркунне лартнă 3000 улмуççирен пурте тымарланса хунавланма пуçланă.

– Ку самолет палăкне пирӗн ял ыркăмăллăхçисем вырнаçтарма пулăшрӗç, тавтапуç вӗсене, – тет Петр Николаевич, – Ял халăхӗ те, айккинчен пăхса тăмасть, пур ырă пуçарăва та хутшăнать. Çавăнпа тума палăртни веçех пулса пырать пуль те.

Çапла, пӗчӗккӗн ял илемленсе пырать. Акатуй вырăнне те тирпейлесех тăраççӗ саплăксем, ытти вырăнсене те. Çак илем çине постамент çинчен малашне «саркайăк» пăхса-сăнаса тăрӗ. Вильга – вырăсла иволга, чăвашла саркайăк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев