Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сăваплă ĕçре чикĕ çук

Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан пилленипе паян Çĕпрел районĕнчи Çĕнĕ Шăхаль ял чиркӗвӗн хӗресӗпе куполне çӗннипе улăштарчӗç... Çак сăваплă ӗçе кӳршӗсем, Чăваш Енри Патăрьел чăвашӗсем те хастар хутшăннă.

Çӗпрел районӗнчи Çӗнӗ Шăхалӗнче паян паллă кун, Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Феофан пилленипе ял чиркӗвӗн хӗресӗпе куполне çӗннипе улăштарчӗç. Çак сăваплă ӗçе ял халăхӗн вăйӗпе тата Чăваш Енри Патăрьел районӗнчи Туçа ялӗнчи чиркӳ пачăшкин Николай Марков протоиерейӗн пулăшăвӗпе пурнăçланă. Çӗнӗ куполпа хӗресе вара Туçа прихутӗнче ӗçлекен маçтăрсем Федор Марков, Николай Плешков, Алексей Думилин, Николай Курицын ăсталанă. Йăла тăрăх, çӗнӗ куполпа хӗресе пачăшкăсем ирпе ирех светить турӗç. Халăх та пухăнчӗ.

Çӗнӗ Шăхаль чиркӗвӗн настоятелӗ Владимир протоиерейпе ял халăхӗ çак Патăрьел ăстисене тата Николай аттене чӗререн тав туса малашнехи сăваплă ӗçӗсем те ăнса пырса илем кӳме сунаççӗ. (Владимир Кудрявцев протоиерей сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Религия