Ӳсӗм те пур, инфляци те юлмасть
Тутарстанри промышленность производстви 2021 çулхи кăрлач-чӳк уйăхӗсенче виçӗмçулхи çак вăхăтпа танлаштарсан 8 процента ӳснӗ
Тутарстанстат пӗлтернӗ тăрăх, нефтьпе газ кăларас сегментра ӳсӗм 5,2 процент, Обработка предприятийӗсем производствона 10,2 процента ӳстернӗ. Автотранспорт хатӗрӗсем туса кăларасси 34 процента ӳснӗ, электричество оборудованине туса кăларасси – 1,3 процента.
Пӗтӗмӗшле илсен, Тутарстан преçприятийӗсем 2021 çулхи кăрлач-чӳк уйăхӗсенче 3,6 триллион тенкӗлӗх тавар сутса ӗç тунă.
Сутнă продукцирен пысăк пайне нефтьпе газ йышăнаççӗ – 23,4 процент, кокспа нефтепродуктсем туса кăларасси пӗтӗмӗшле продукцин – 20,8 процентне йышăнать, хими продукцийӗ – 12,2 процент, автотранспорт хатӗрӗсемпе прицепсем туса кăларасси – 10,7 процент, апат-çимӗç продукчӗсене туса кăларасси – 6 процент.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев