Тӳпери лаборатори
Раççейре туса кăларнă пайсем вырнаçтарнă Ту-214 самолета ытларикун Хусанта вӗçеве кăларса тӗрӗсленӗ.
Ют çӗршыврине хамăрăннипе ылмаштарнă хыççăнхи пӗрремӗш самолет сывлăша çӗкленнӗ. Çакăн çинчен «Туполев» Акционерлă общество управляющи директорӗ Константин Тимофеев каласа панă.
Самолет сывлăшра 1 сехет те 10 минут пулнă. Экипаж сăмахӗпе вӗçевре ума лартнă задачăсене пурне те пурнăçланă. К.Тимофеев Ту -214 самолета çӗнетесси çакăнпах вӗçленменни çинчен пӗлтернӗ. Вăл малашне те платформăна модернизацилекенсемшӗн тӗрӗслев ирттермелли аппарат пулса тăрӗ. Ку енӗпе чăн-чăн инноваци центрӗ йӗркеленӗ предприятире. (Сăнӳкерчӗк «ОАК» ПАО пресс-службин).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев