Ирина Александровнăн чун саламӗ Ольга Геннадьевнăна епле хăпартлантармӗ? Вулакансен сăмахӗнчен хаклăраххи пур-ши çыравçăшăн? Вӗсене шухăша ярассишӗн, кăмăлне тупассишӗн вăй хурать мар-и.
«Манăн килтисем телевизор кураççӗ, эпӗ кӗнеке вулатăп. Çутçанталăкӗ, геройсем, тӗрлӗ ӗç-пуç – пӗтӗмпех куç умне тухса пырать. Манăн – хамăн кино. Каçхи саккăрта вулама пуçлатăп та, хайхи çур çӗр иртет, ирхи виçӗ сехет те çитет. Упăшка вăранса каять те: «Эс халь те ларатăн-и?» – тет. «Ларатăп-ха. Кунта питӗ вăйлă хӗвӗшӳ пырать. Тем те пулса иртет. Пăртак лăпланмасăр выртаймастăп», – тесе хуравлатăп ăна.
Тӗлӗнмелле. Вăт çавăн пек çырать вăл – Улькка Эльмен», – çапларах хак пачӗ паллă чăваш прозаикӗн ăсталăхне Ирина Григорьева вулакан. Çыравçăпа паллашма унăн пултарулăх каçне ятарласа Красноармейски тăрăхӗнчен çитнӗ вăл. Пикшик ялӗнчи «Большевик» колхозра экономистра тимленӗскер ӗмӗр тăршшӗпех чăваш литературине юратса вулать, библиотекăри кăларăмсене шӗкӗлчесех тăрать.
Хайлавсен никӗсӗнче – пурнăçри пулăмсем
Çурла уйăхӗн 31-мӗшӗнче Улькка Эльмен утмăл пилӗк çул тултарчӗ. Нумаях пулмасть Чăваш кӗнеке издательствинче унăн «Ултав» хайлав пуххийӗ пичетленсе тухрӗ. Авăн уйăхӗн варринче вара çак пулăмсене халалласа Чăваш Республикин Наци библиотекинче авторăн пултарулăх каçӗ тата çӗнӗ кăларăм хăтлавӗ иртрӗ.
«Интернетри юрату» кăларăма Чăваш Республикинчи ача-пăча тата çамрăксен вулавăшӗнче хӗрӳ сӳтсе явнă хыççăн çырма пăрахас тесех шухăшланă-мӗн Улькка Эльмен. Тӗрлӗ иккӗленӳ ярса илнӗ ăна. Сӗтел хушшине вырнаçса çӗнӗ алçырупа ӗçлеме пуçăнма вара хăйӗн сăнарӗсемех хистенӗ. Мӗнле майпа тетӗр-и? Çирӗп чунлă та тӳсӗмлӗ пулма, такăнсан та, ӳксен те ура çине тăма вӗрентекенскерсене автор сутма, хăварма пултарайман.
«Çынсем мӗнле те пулин пулăм çинчен каласа парсан е çырса ярсан чылайччен шухăшласа çӳретӗп – еплерех уçса пама пулать ку темăна, кирлех-и кун пекки пирӗн литературăна, мӗн çӗнни калама пултаратăп эпӗ? Тем вăхăтран ӗçе пуçăнатăп. Детектив жанрӗпе халиччен çырса курманччӗ. Пурнăçра чăн пулнисене тӗпе хурса калăпларăм кӗнекене. Çавăн пек çуралчӗç «Ултавпа» «Тавăру» повеçсем. «Ваккат» калав унччен «Çăлатăпах сана, Вероника» ятпа та тухнă, «Ылхансăр куççуль» хальччен ниçта та пичетленмен», – терӗ Ольга Геннадьевна.
Раççей писателӗсен союзӗн Чăваш Енри уйрăмӗн председателӗ Сергей Павлов чăваш халăх çыравçи Улькка Эльмен тăрăшуллă та яваплă çын пулнине палăртрӗ. «Вăл нимле ӗçрен те пăрăнмасть, пурнăçа лайăх чухлать, кам валли çырнине пӗлет. Ольга Геннадьевна – телейсӗр хӗрарăмсен хӳтӗлевçи. Хайлавӗсем тӳрех туртса кӗрсе каяççӗ, шухăша яраççӗ. Автор сăнарӗ те пур вӗсенче. Вăл выляса çаптарса тăмасть, пурнăç çине тӗрӗс пăхтарасшăн», – терӗ Сергей Лукиянович.
Ольга Иванова редактор «Ултав» алçырăвне кăсăкланса редакциленине пытармарӗ, произведенисенче психологизмпа сюжет хиврелӗхӗ тӗпре пулнине асăнчӗ. Хайлавсем издательствăри ытти ӗçчене те тыткăнланă. Малалла мӗн пулассине пӗлес килнипе корректорсем çине тăрсах вуланă. Хăш-пӗр сăнарăн суйлавӗпе йышăнăвӗ вӗсене тивӗçтереймен имӗш. Хуплашка та, ӳнерçи – Сергей Орлов, хӗрӳ тавлашу çуратнине, пӗрне суйласа иличчен темиçе вариант пулнине пӗлтерчӗ Ольга Михайловна.

Хайлавӗсем интереслӗ, чӗлхи сăнарлă
Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхӗсен институчӗн ӗçченӗ, филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ Вера Никифорова Улькка Эльменӗн пултарулăхӗ кӗнекерен кӗнекене ӳссе пынине палăртрӗ. «Паянхи çамрăксен çивӗч проблемисене те çутатса парать вăл. Валентина Элпин традицийӗсене тăсса пыракан хăйне евӗрлӗ автор. «Ултав» – прозаик детектив формине алла илсе пынине çирӗплетекен тӗслӗх. Кунта ултавăн тӗрлӗ тӗсне кăтартса панă», – терӗ Вера Витальевна.
«Ултавра» автор инверси мелӗпе анлă усă курнине, калав тытăмӗ çирӗп пулнине асăрханă Николай Максимов прозаик. Мистикăпа детектив жанрӗсен уйрăмлăхӗсем пӗр хайлавра еплерех çыхăнса пыни те тӗлӗнтернӗ ăна. «Пултарулăх шайӗ ӳсни куçкӗрет», – терӗ Н.Н. Максимов.
Галина Матвеева çыравçă-журналист кăларăма кăранташпах вуланă-мӗн. Шалти редактор çапла тума хистенӗ ăна. «Ултав» алран алла çӳрекен кӗнеке пуласси халех паллă. Çăра произведенисем кӗнӗ кунта. Тӗплӗ самантсем пур, чӗлхи сăнарлă. «Ваккат» çăмăлрах вуланать. «Ылхансăр куççульти» тӗп сăнара тарăхса пӗтрӗм», – терӗ Галина Алексеевна.Раиса Воробьева сăвăç Улькка Эльмен диалогсем тума ăста пулнине палăртрӗ. Филологи ăслăлăхӗсен кандидачӗ Ольга Скворцова доцент та кăларăма пысăк хак пачӗ. «Самана сывлăшне кăтартма май тупнă. Паянхи пурнăçра хумхантаракан лару-тăрупа ыйтусене хускатнă», – тишкерчӗ Ольга Владимировна.
Вăрăм çула кӗскетсе Тюмень хулинчен Ольга Геннадьевнăн аппăшӗ Людмила Васильевăпа чăвашсен «Хамăр ял» пӗрлешӗвӗн хастарӗ Михаил Кузнецов килсе çитнӗ. Людмила Геннадьевна çыравçа Тюменьти чăвашсен «Тăван» ассоциацийӗн Тав хучӗпе чысларӗ, Михаил Фадеевич вара Улькка Эльмене 65 çул тултарнă тата «Ултав» кӗнеке кăларнă ятпа «Чыс та мухтав» Хисеп Паллипе наградăларӗ.
Ольга Геннадьевнăна çавăн пекех Чăваш Республикин Патшалăх архивӗн тӗп архивисчӗсем Надежда Ивановăпа Наталия Александрова, Юлия Силэм, Анатолий Хмыт, Светлана Гордеева, Арсений Тарасов, Галина Кӗмӗл, Нина Артемьева, Лидия Сарине çыравçăсем ăшшăн саламларӗç.
(Ольга АВСТРИЙСКАЯ. Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Нет комментариев