Ухли çуралнăранпа 110 çул
Çӗнӗ хыпарсем

Ухли çуралнăранпа 110 çул

Пӑва районӗнчи Пӳркел ялӗнче çуралса ӳснӗ паллӑ чӑваш çыравçи, драматург Владимир Васильевич Плешков-Ухли çуралнӑранпа кăçал 110 çул çитрӗ.

Ентешӗмӗрӗн юбилейне халалласа ял библиотекинче литература сехечӗ ирттертӗмӗр. Библиотекарь ачасене çыравçӑн пултарулăхӗ, пурнӑç çулӗ çинчен каласа пачӗ, кӗнекисемпе паллаштарчӗ. Владимир Ухлин «Хушка пуç» ятлӑ калавӗн сыпӑкӗсене сасӑпа вуларӗç ачасем.

Тӗлпулу çыравçӑ ячӗпе уçнӑ асӑну хӑми патӗнче вӗçленчӗ.

 

Елена ХЛЫНОВА.

Пăва районӗ, 

Пӳркел.

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 


чувашские писатели

Нет комментариев