Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăрман пушарӗпе кӗрешме пурӗ 70-е яхăн тӗрлӗ техникăпа хатӗрсем туянма палăртнă

Тутарстан вăрманçисене çӗнӗ техникăпа тивӗçтерни Çӗнӗ çулхи парне вырăнне пулчӗ-тӗр.

Тутарстан вăрманçисем валли вăрман пушарӗпе кӗрешме пурӗ 70-е яхăн тӗрлӗ техникăпа хатӗрсем туянма палăртнă. «Вăрман хуçалăхӗн аталанăвӗ» РФ патшалăх программипе килӗшӳллӗн пӗтӗмпе 27 вăрман патруль автомобилӗ, «Экология» нацпроектăн «Вăрмансене сыхласси» федераллă проект хӳттинче пӗр прицеплă пушара хирӗçле модульпе ранецлă 40 огнетушитель туянасшăн. Патруль машинисем пушар лару-тăрăвне, вăрмана закона пăхăнмасăр каснине тата ытти сăтăрла ӗçсене тӗрӗслесе тăма кирлӗ. Прицеплă модульсемпе огнетушительсем вара вут тухсан усă курма кирлӗ.    

Сăнӳкерчӗк «ТАТМЕДИА» телеграм-каналӗнчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

3

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: лесничество