Вăтам çулти çынсем пуринчен те ытларах коронавируспа чирлеççӗ
Июнӗн 3-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра пурӗ 3351 ҫынра ҫӗнӗ инфекцие тупнӑ
Паян Тутарстанра тепӗр 54 ҫынра COVID-19 тупса палӑртнӑ. Хусанти инфекци пульницисем патӗнчи "скорыйсен" черечӗ чакма шутламасть-ха. Районсенчи тата хуласенчи "Васкавлӑ пулӑшу" медикӗсем Хусанта черет кӗтсе 7-8 сехет ирттереҫҫӗ. Вӗсем ытларах 30-50 ҫулти ҫынсене илсе килеҫҫӗ сывату учрежденине.
Паян Хусанта 35 ҫын чирленӗ, Ҫырчаллинче – 6, Ешӗлварта – 5, Пестрецы районӗнче – 2. Апас, Пӑва, Ҫӳльту, Камско-Устински, Мамадыш, Анат Кама районӗсенче – пӗрер. Пурӗ июнӗн 3-мӗшӗ тӗлне Тутарстанра 3351 ҫынра ҫӗнӗ инфекцие тупнӑ. Танлаштарушӑн, ку шут Узбекистанрипе пӗр тан. Вӑтам Азири республикӑра ҫирӗп карантин кӗртнӗ, хуласене кӗртмеҫҫӗ те, кӑлармаҫҫӗ те.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев