Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вӗрентӳ учрежденийӗсене юсас, çӗннисене тăвас ӗçсем вăхăтра пурнăçланса пыраççӗ

Тутарстанра сентябрӗн 1-мӗшӗнче 8590 вырăнлăх 8 çӗнӗ шкул уçăлать. Кун пирки ТР Вӗрентӳпе наука министерстви пӗлтернӗ.

Кунсăр пуçне хальхи вăхăтра ӗçлекен шкулсен çумне 1245 вырăнлă виçӗ хушма корпус тăвас ӗç те пурнăçланать. Çавăн пекех тепӗр 375 вырăнлă корпуса çулталăк вӗçлениччен туса пӗтерме тивӗç.

2024 çулта республика бюджетӗнчи укçа-тенкӗпе 2200 вырăнлăх 10 шкулчченхи вӗрентӳ учрежденийӗ тăвас ӗç те пырать. Сентябрӗн 1-мӗшӗ тӗлне 1560 вырăнлăх çичӗ ача сачӗ уçăлмалла. Çулталăк вӗçлениччен – 560 вырăнлăх тепӗр 2 ача сачӗ. 2025 çул тӗлне Апасра 80 вырăнлăх садик хута каясса кӗтеççӗ.

Çуллахи вăхăтра 183 вӗрентӳ учрежденийӗнче федераллă тата республика программисемпе юсав ӗçӗсем хӗрсех пыраççӗ: хăш çӗрте пӗтӗм шкула е ача садне тӗпрен юсаççӗ, тепринче спортзала, виççӗмӗшӗнче – столовăя...

Тутарстанри профессиллӗ вӗрентӳ организацийӗсем пирки те манман: 4-шӗнче тӗп юсав пырать, çаплах 14 общежитие те çӗнетеççӗ. Хальхи вăхăтра тӗп юсав ирттерекен объектсем хатӗрпе пӗрех, ӗçсене вăхăтлă вӗçлеме шантараççӗ строительсем.  

 

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев