Халăхсем хушшинчи «Астăвăм сачӗ» акцине Тутарстан та хутшăнать
Çӗнӗ хыпарсем

Халăхсем хушшинчи «Астăвăм сачӗ» акцине Тутарстан та хутшăнать

Анчах та кăшт каярах

Климат хăййевӗрлӗхӗсене пула, Раççей Федерацийӗнче çак акцие мартăн 18-мӗшӗнчех пуçланă. Унăн тӗллевӗ – Тăван Çӗршывăн Аслă вăрçинче пуçӗсене хунă 27 миллион çынна асăнса 27 миллион тӗп йывăç лартасси.

Тутарстан Республикинче çак акцие кăçалхи апрелӗн вӗçӗнче – май уйăхӗн пуçламăшӗнче йӗркелӗç. Пӗр вăхăтра йывăç лартас акцие апрелӗн 29-мӗшӗнче ирттерме палăртнă. Пурӗ Тутарстанра çак акципе 1 миллион тӗп йывăç лартма палăртнă. Вӗсен тӗсӗсем пирки калас пулсан, унта хыр, чăрăш, лиственница, çăка, пилеш кӗреççӗ.


Нет комментариев