Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЮМАХРИ СĂНАРСЕМ ПАТНЕ – ХĂНАНА

Наратлă ялӗн библиотекинче ача-пăча кӗнекин эрни иртрӗ.

Нумай пӗлме юратакан ачасемшӗн çакă чăн-чăн уяв пулчӗ темелле. Библиотекарь пӗчӗк тусӗсем валли ятарласа «Юмахри сăнарсем патне – хăнана» çулçӳрев-вăйă хатӗрленӗ.
Шăпăрлансем библиотекарьпе пӗрле чăннипех юмах тӗнчине лекрӗç. Çапах та юмах çӗршывне лекиччен ачасен самай шухăшлама тиврӗ: «Тупмалли юмахсем», «Юмахри япаласем», «Арпашу», «Аса ил» станцисем урлă тухса тӗрлӗ ыйтусем çине хурав шырамалла пулчӗ.
Мероприяти çав тери интереслӗ иртрӗ. Ача-пăча кӗнекин уявӗ мӗнле пултăр ӗнтӗ тата...(Татьяна ДМИТРИЕВА. Пӗкӗлме районӗ, Наратлă.Автор сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество