Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Зулейха окрывает глаза» фильмри большевиксем – чăваш каччисем

КФУ картишӗнче ӳкернӗ эпизодра чăваш каччи Дмитрий Глухов та пур. Фильма тимлӗн пăхăр.

Тутар çыравçин Гузель Яхинан «Зулейха открывает глаза» романӗ тăрăх ӳкернӗ мелодрамăна Россия телеканалпа кăтартма тытăнчӗç. Аса илтеретпӗр, ăна Тутарстанри Лайăш районӗнче тата Хусанта 2019 çулта ӳкернӗ. Кинори ӗç-пуç 30-мӗш çулсенче пулса иртет. Раскулачивани вăхăчӗн трагизмне туллин кăтартас тӗллевпе массовкăра нумай çын ӳкерӗннӗ. Кинора пирӗн çамрăк ентеш Чистай районӗнчи Андрей Матвеевсăр пуçне тата тепӗр пултаруллă ентешӗмӗр Çӗпрел район каччи, Иммерсивное шоу «Анна Каренина» театр актерӗ, «Сорнай» фольклор ансамблӗн солисчӗ Дмитрий Глухов (сăнӳкерчӗкре сулахайран сылтăмалла иккӗмӗш) та ӳкерӗннине пӗлтӗмӗр. кун çинчен тӗплӗнрех «Сувар» хаçатăн çӗнӗ номерӗнче вулăр (Д. Глухов архивӗнчи сăнӳкерчӗк). 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество