Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Хусан (Казань)

Хусанти пăрăх заводне Удмуртие куçарасшăн

(Ирина Трифонова) Хусанти чи ватă заводсенчен пӗрне - пăрăх заводне урăх çӗре куçарасси пирки чи çӳллӗ шайра калаçусем пыраççӗ. Нумайăшне çак хыпар савăнтарма пултарать, ара унта пӗрре мар сипрӗнсе вăйлă пушарсем тухнă. заводăн историйӗ 1788 çулта пуçланнă, ăна II Кӗтерне патша Указӗпе туса хунă. Çав вăхăтрах Санкт-Петербургра Охтински завочӗ (халӗ...

(Ирина Трифонова) Хусанти чи ватă заводсенчен пӗрне - пăрăх заводне урăх çӗре куçарасси пирки чи çӳллӗ шайра калаçусем пыраççӗ. Нумайăшне çак хыпар савăнтарма пултарать, ара унта пӗрре мар сипрӗнсе вăйлă пушарсем тухнă. заводăн историйӗ 1788 çулта пуçланнă, ăна II Кӗтерне патша Указӗпе туса хунă. Çав вăхăтрах Санкт-Петербургра Охтински завочӗ (халӗ вăл çук ӗнтӗ) уçăлнă, Украинăра Шосткински завод ӗçлеме пуçланă. Хусанти завод производстви тупăпа мушкет валли хура пăрăх туса кăларасспе пуçланнă, каярахпа кăна тӗтӗмсӗр пироксилин пăрăхне тума тытăннă. Раççей оборонинче Хусанти пăрăх завочӗ пысăк йӗр хăварнă, 1812 çулта та, пӗрремӗш тӗнче вăрçинче те, çапах чи çӳллӗ шая 1941-1945 çулсенче çӗкленнӗ. Çӗршыва нимӗç фашисчӗсенчен тасатнинче заводăн тӳпи пысăк.
Хăйӗн историйӗнче ятне пӗрре мар улăштарнă пулин те, отрасльти тивӗçне нихăçан та çухатман. Пăрăх производстви, мӗн тесен те, чрезвычайлă лару-тăрусем пулас хăрушлăхпа çыхăннă. Çавăнпа ӗнтӗ ăна хула ăшӗнчен куçарасшăн та. Тепӗр тенчен Хусан историйӗн пӗчӗкех мар пайӗ паянхи кунран касăлса тухасси те кăштах хурлантарать. Çапах ку чухне чи малтан çынсем çинчен шутлани тӗрӗс те.
Раççей Федерацийӗн промышленность министрӗ РФ Президентне Владимир Путина Хусанти пăрăх заводне Удмуртири Кизнер поселокне куçарма сӗннӗ. Кун пирки вăл Раççейӗн хими хăç-пăшалне тӗп тăвассипе ӗçсем вӗçленнӗ вăхăтра йӗркеленӗ телемост вăхăтӗнче пӗлтернӗ. «Химарсеналăн юлашки запасӗсене тӗп тунă «Кизнер» объектне малашне пăрăх тата сирпӗтмелли веществосен производстви валли усă курма юрать. Хусанти пăрăх заводне хупса мӗнпур компетенцие эпир çакăнта илсе килме хатӗр», - тенӗ Денис Мантуров. Владимир Путин сӗнӗве хатӗрлесе çитерсе РФ Правительствине пăхса тухма пама хушнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев