Сире юратни пирки пӗлтерме пултараççӗ
Така 21.III - 20.IV Ку эрнере хăш-пӗрисен «çылăхӗсем» çиеле тухӗç. Мăшăрăр е савнийӗр хăй хыçӗнче кампа-тăр пит япшар пулнине е кампа-тăр çыру çӳретнине ăнсăртран пӗлме пултарӗ. Пур ӗçе пăрахса унпа килӗштерме тăрăшатăр. Килӗштеретӗр, анчах «пысăк хак» тӳлесе - мăшăрăр лартнă ультиматумсене йышăнма тивӗ. Ку эрнере укçа-тенкӗпе перекетлӗ пулмалла. ВĂКĂР 21.IV...
Така 21.III - 20.IV
Ку эрнере хăш-пӗрисен «çылăхӗсем» çиеле тухӗç. Мăшăрăр е савнийӗр хăй хыçӗнче кампа-тăр пит япшар пулнине е кампа-тăр çыру çӳретнине ăнсăртран пӗлме пултарӗ. Пур ӗçе пăрахса унпа килӗштерме тăрăшатăр. Килӗштеретӗр, анчах «пысăк хак» тӳлесе - мăшăрăр лартнă ультиматумсене йышăнма тивӗ. Ку эрнере укçа-тенкӗпе перекетлӗ пулмалла.
ВĂКĂР 21.IV - 20.V
Ку эрнере юлташсен «списокне» тепӗр хут тишкерсе тухма тивет, вӗсен хушшинче тăшман пулма пултарать. Çак чее те ултавлă çын сирӗн килӗре пырса мăшăрăрпа иксӗре хирӗçтерме е ăна вуççех те уйăрттарса илсе кайма пултарать. Çавăнпа паллашусенчен асăрханăр, ытти енчен эрне лăпкă, тупăш ӳсме пултарать.
ЙӖКӖРЕШсем 21.V - 21.VI
Çак тапхăрта халиччен карьерăпа çулелле «улăхма» мӗн чăрмантарнине пӗлсе вӗсенчен хăтăлма тăрăшатăр. Харпăр пурнăçра лăпкăрах пулатăр, савнийӗр, мăшăрăр çывăхрах хутшăнусем кӗтнине те асăрхамастăр. Хăш-пӗрисем юратса пăрахма пултараççӗ.
Рак 22.VI - 22.VII
Кил-йышшăн хумханатăр, çемьере чи кӗçӗннине тӗрӗслев урлă иртме тивӗ. Тăванăрсемпе пӗрле уншăн питӗ хумханатăр. Ыйту татăлсан тин лăш! сывласа яма пулӗ. Ӗçре нумай йăнăша тӳрлетме тивӗ. Çавăнпа канмаллисене те ӗçре ирттерме пултаратăр.
АрĂСЛан 23.VII - 23.VIII
Çав тери пысăк ăнăçу пулӗ, хăвăра хăвăр та ăмсанма пуçлатăр. Пурнăçăрта пур енчен те хитре, пуян, калаçма лайăх çынпа паллашатăр. Ăмсанакансем нумай пулӗç. Кунта тăшмансенчен мар, халиччен юлташ тесе пурăннисенчен асăрханма тивӗ. Нумайăшне хăй телейӗшӗн кӗрешме тивӗ. Ӗç енӗпе лайăх сӗнӳсем пулӗç.
ХӖр 24.VIII - 23. IX
Çак тапхăрта иммунитета çирӗплетесси çинчен шутламалла. Спортпа сывă пурнăç йӗркине тытса пырсан аван пулӗ. Диван çинче выртас вырăнне фитнес-центра, бассейна çӳреме пуçлăр. Ку эрнере çитес тапхăрта тунă плансем ăнăçлă пулӗç.
ТАраса 24.IX - 23.X
Манăçми тапхăр пек асра юлӗ ку эрне. Сирӗнтен нумайăшне пуçлăх питӗ лайăх должность сӗнме пултарать. Парнесем татах пулӗç: кăнтăрла çӗнӗ ӗçпе паллашатăр, каçхине хăнана кайма тивӗ, унта ӗлӗкрех вăйлă юратнă çынна ăнсăртран куратăр. Халӗ тин вăл та сире юратнине пӗлтерме пултарать.
Скорпион 24.X - 22.XI
Ку эрнене май пур таран активлă ирттермелле. Карьера енӗпе лайăх майсем пур, анчах çине тăрса тăрăшмасан нимӗн те пулмӗ. Пӗтӗм вăя ӗçе янипе, харпăр пурнăçа йӗркелеме вăй-хал çитмӗ. Мăшăрăр е савнийӗр çилленме те пултарӗ, юратмастăн тесе тарăхма пуçлӗ.
УхĂÇĂ 23.XI - 21.XII
Çак тапхăрта питӗ нумай хыпар илтетӗр, хăшӗ тӗрӗс, хăшне шутласа кăларнине тавçăрса илме те пулмӗ. Кирлине палăртайманнипе пысăк йăнăш тума пултаратăр. Элеке шанса юратнă çыннăра та хытă кӳрентеретӗр. Телее, канмаллисенче йăнăша ăнланса илсе каçару ыйтма пулӗ.
Ту качаки 22.XII - 20.I
Ку эрнере ӗçри тивӗçсене пӗр-пӗр шаннă ӗçтешӗр çине «тиеме» тăрăшатăр. Ăçта та пулин кайсан интереслӗ çынпа паллашма пултаратăр. Çакăнтан пуçласа пӗтӗм шухăшăр та ун çинчен пулӗ. Ку ӗç çине те япăх витӗм кӳрӗ. Эмоцисем ытлашши пулни сывлăха хавшатма пултарӗ.
ШЫВТĂКАН 21.I - 20.II
Лăпкă тапхăр, васкамасăр килти ӗçсене тăватăр, хоббипе аппаланатăр. Тăванăрсем хăнана килме пултараççӗ. Ӗçре пит пысăк çитӗнӳсем пулмасан та кулленхи тивӗçсене савăнсах пурнăçлатăр.
ПулĂсем 21.II - 20.III
Ку эрнере пур-çукшăнах хӗвӗшетӗр. Пӗчӗк проблемăна та ытлашши ӳстерсе кăтартатăр. Вăй-халăра шеллемесӗр хăвăрти «çитменлӗхсемпе» кӗрешетӗр, укçăра та нумай пӗтеретӗр. Должноçпа ӳсме майсем пур, анчах ку вăхăтра сапаланчăк пулнипе вăл теприне лекӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев