Инна ТРАЖУКОВА: «МАЛТАН ОЛИМПИАДА, УНТАН ÇЕМЬЕ»
Спортсмен пулнăран пӗрне татса калама пултаратăп: тренировкăсене эпӗ малаллах тăсăп. Тен, тренер ӗçӗ пирки шутласа пăхăп. Сывлăх пулсан, малаллах кӗрешӗп. Паллах, сусăрланассинчен гаранти çук. Хальлӗхе ман плансем çапларах: 2020 çулхи Олимпиадăччен тытăнса тăмалла. Кайран харпăр пурнăç çинчен те шутлама юрать.
Çӗпрел районӗнчи Хулаçырми ял кунне Рио-де-Жанейрори Олимпиадăна хутшăннă, ирӗклӗ кӗрешессипе Раççейӗн хальхи чемпионки, тӗнчипе паллă спортсменка Инна Тражукова та килнӗччӗ. Ку, чăннипех, ялшăн ырă кӗтменлӗх, сенсаци пулчӗ. Инна Хулаçырми мăнукӗ пулнине эпир «Сувар» хаçатра пӗлтернӗччӗ, Олимпиада пулнă çул унпа телефонпа çыхăнса интервью та тунăччӗ. Яла спортсменка ятарласа кукамăшӗпе кукашшӗне пӗрле 50 çул пурăннă ятпа саламлама килнӗ.
– Инна, ку вăхăтра мӗнле ăмăртăва хутшăнма тиврӗ? Мӗнлерех иртрӗ вăл саншăн?
Пысăккисенчен юлашкинчен ирӗклӗ кӗрешессипе Раççей чемпионатне хутшăннăччӗ, вăл 2018 çулхи август уйăхӗнче иртрӗ. Эпӗ унта 1-мӗш вырăн йышăнтăм, паяна Раççей чемпионӗ пулса тăратăп.
– Маларах та санпа кун пирки калаçнăччӗ. Çавах та Олимпиада патне таврăнас килет. Вăл саншăн çăмăл пулмарӗ, çапла-и?
– Маншăн кăна мар, Раççейшӗн те вăйăсем çăмăл пулмарӗç. Олимпиадăна хутшăнассине вăл пуçланиччен виçӗ эрне маларах кăна пӗлтӗмӗр. Чăрмавсем нумайччӗ ӗнтӗ, Раççей спортсменӗсене урăхларах йышăнни кашни утăмра сисӗнчӗ. Анчах пӗр ахаль нимӗн те пулмасть. Спортсменăн хуть хăçан та, теме те хатӗр пулмалла. Олимпиада маншăн çавăн пек, мӗнле каламаллине те пӗлместӗп – япăх инцидентпа вӗçленессе никам та кӗтмен.
– Ирӗклӗ кӗрешессипе федераци президенчӗпе хутшăнусем майлашăнчӗç-и?
– Йӗркеллех пек, вăл темăна хускатма тăрăшмастпăр.
– Калаçусем ӗç çинчен кăна апла?
– Çапла. Харпăр хамăр çине куçмастпăр. Факт пур – калаçмалли пур, йăлт йӗркелесе çитертӗмӗр.
– Тӗрӗссипе, ун чухне эпир саншăн пăшăрхантăмăр – Раççей сборнăйӗнчен кăларса пăрахасран, квалификацие туртса илесрен. Редакци енчен хӳтӗлеме утăмсем те тума хатӗрччӗ, федерацие шăнкăравланине астăватăп.
– Ăна эпӗ те лайăх астăватăп. Ульяновскра тухса тăракан «Канаш» хаçат та пулăшма хатӗрленчӗ. Çак тӗреве лайăх туйрăм – çынсем тӗрӗслӗхшӗн тăнине. Тренировка залӗнче пулса иртнине куракансем пулчӗç, анчах свидетель пек пулма килӗшмерӗç. Мӗншӗн тесен пурте ку мӗнпе вӗçленессе чухлаççӗ. Карьерăшăн хăраççӗ. Анчах шăп тăрасси ман характерта çук. Ман шутпа, çакăн пек должноçри çын хăйне тӗрӗс мар тытрӗ.
– Çапах вăл санран каçару ыйтнă?
– Тӳрех мар, çапах каçару ыйтрӗ. Анчах пурпӗрех чун тӗпӗнче пăтранчăк кăмăл юлчӗ. Олимпиада – ырă пулăм, нумай спортсмен пурнăçӗнче вăл пӗртен-пӗрре пулать. Йăлт аван пуçланчӗ те, çакăн пек вӗçленчӗ. Халӗ эпӗ ун пирки шутлама тăрăшмастăп.
– Хальхи ӗçсем еплерех? Çывăхра мӗнле чемпионат е ăмăрту пулать?
– Халӗ Раççей сборнăйӗнче тăратăп, паянхи чемпионка. Ку çулта черетпе малтан Раççей, унтан Европа чемпионачӗсем, Европа вăййисем, пӗтӗмлетекенни Тӗнче чемпионачӗ пулать. Раççей чемпионачӗ март уйăхӗнче пуçланмалла. Ыраттарнине пула кăштах тăхтав илтӗм, реабилитаци иртетӗп. Çавăнпа кăна паян яла тăвансем патне килме вăхăт тупрăм. Капла тренировкăсем кашни кун, пушă вăхăт çук ăçта-тăр кайма.
– Кунне миçе тренировка пулать?
– Ирхине те, каçпа та. Çӗрле те кăнтăрла кăна канма май пур, вырсарникун ӗнтӗ.
– Харпăр пурнăçа йӗркелеме кансӗрлемест-и ку? Каччăсем санран хăраççӗ-тӗр?
– Ку тема маншăн кăткăс. Камшăн мӗнле пуль, маншăн спортпа çемье сыпăнмаççӗ. Хăшне-тӗр суйлама тивет. Е спортран кайса çемье çавăратăн, е карьера тăватăн. Кашни хăй пурнăç çулне суйлать. Хальлӗхе маншăн спорт кирлӗрех. Спорт пурнăçӗ кӗске пулнине те шута илмелле, хăвăрт иртет вăл. Куллен тренировкăсем туса сисместӗн те, ирӗклӗ кӗрешӗве килнӗренпе 19 çул иртсе кайрӗ. 2020 çулта черетлӗ Олимп вăййисем пулаççӗ.
– Эсӗ хутшăнатăн-и унта?
– Паллах, ӗмӗтленетӗп, пур енлӗн хатӗрленетӗп: вăй-хал енчен те, психика енчен те. Олимп вăййисем спортсмен карьеришӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Çавăнпа халӗ сурансене сиплетпӗр, ӳт-пӗве çирӗплететпӗр. Турă пулăшсан йăлт аван пулӗ.
– Хăвах каларăн спорт ӗмӗрӗ кӗске тесе. Карьерăна вӗçлесен пурнăçна мӗнпе çыхăнтарма шухăшлатăн?
– Тӗрӗссипе, кун пирки шутламан. Спортсмен пулнăран пӗрне татса калама пултаратăп: тренировкăсене эпӗ малаллах тăсăп. Тен, тренер ӗçӗ пирки шутласа пăхăп. Сывлăх пулсан, малаллах кӗрешӗп. Паллах, сусăрланассинчен гаранти çук. Хальлӗхе ман плансем çапларах: 2020 çулхи Олимпиадăччен тытăнса тăмалла. Кайран харпăр пурнăç çинчен те шутлама юрать.
– Тавах, Инна, эпир сана кашни кӗрешӳре çӗнтерӳ кăна сунатпăр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев