Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Интервью, статьясем

Тыл çӗнтерӗве çывхартать

Чăнлă районӗнчи Пухтел ялӗнче (Ульяновск облаçӗ) йӗркеленсе кайнă «Сердечный ZOV» волонтерсен ушкăнӗ пӗтӗм район халăхне пӗрлештерме пултарнă. Пӗрлехи вăйпа фронтри ентеш-салтаксене май пур таран нумайрах та нумайрах пулăшма тăрăшать. Кăçал август уйăхӗнченпе кăна «Своих не бросаем» ыркăмăллăх концерчӗсем йӗркелесе 1 миллион та 166 пин тенкӗ укçа пухнă. Ку вăл пӗр акци кăна-ха, ытти тата мӗн чухлӗ. Волонтерсен ӗçӗпе пире «Сердечный ZOV» ушкăн кураторӗсенчен пӗри, пирӗн ентеш (Çӗпрел тата Пăва районӗсен мăнукӗ) Алена Валерьевна Спиридонова паллаштарчӗ.

– Алена Валерьевна, «Сердечный ZOV» волонтерсен ушкăнне хăçан тата кам йӗркеленӗ?

– «Сердечный ZOV» Украинăри ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах ентеш-салтаксене пулăшать. Ăна Пухтелпе Ирçел чиркӗвӗсен пачăшкипе Сергий Ижуков протоиерейпе Пухтел çынни Ольга Николаевна Караполова йӗркеленӗ. Улхаш ял хутлăхӗнчен нумай ача мобилизаципе «Пятнашка» батальона лекнӗ пирӗн. Ульяновскра ӗçлесе пурăннă предприниматель Володя Хамбиков (Ольга Николаевнăн пӗртăванӗ, çав тери ăслă, интеллигентлă та ырă кăмăллă çын) вӗсем валли гуманитари пулăшăвӗ пухса леçме тытăннă. Иккӗ-виççӗ кайса килсен хăй те контракт çырчӗ.  Унта мӗн пулса иртнине курнă хыççăн атьсене хăварайман ӗнтӗ вăл. Ульяновск облаçӗнчи доброволецсен «Симбирск» батальонӗн йышӗнче фронта каяс умӗн Ольга Николаевнăна хăйӗн бизнесне парса хăварнă май фронтри атьсене малалла пулăшма каласа хăварнă. (Володя валли маскировка сетки нумай шыранă хыççăн Ольга Караполова Сергий атте патне сӗнӳ ыйтса килсен пачăшкă ăна маскировка сеткине хăйсене çыхма тытăнма сӗннӗ. Каярах салтаксем мӗн ыйтнине те тивӗçтерме тытăннă вӗсем. – Авт.). Гуманитари пулăшăвне леçме Сергий атте те çӳрет, 4-5 хут та пулчӗ ӗнтӗ вăл фронтра. Пӗлтӗр унпа пӗрле район пуçлăхӗ В.В.Салюкин та кайнăччӗ. Фронтра кӗлӗсем ирттерет, тӗне кӗменнисене тӗне кӗртет, çылăх каçарттарать. Пӗрремӗш хут фронтра пулнăранпах телефонӗ шăпланмасть ун. Салтаксем фронтран ун патне çӗрле те шăнкăравлаççӗ. «Çав атьсене курнă хыççăн унчченхи пекех малалла пурăнма пултараймарăм», – тет вăл.

– Алена Валерьевна, эсир хăвăр та ку ушкăнра пӗрремӗш кунранах-и?

– Вăл вăхăтра район администрацийӗнче ӗçленӗрен ыркăмăллăх ӗçне малтанах хутшăннă эпӗ. Салтаксем валли фермерсенчен укçа пухас опыт та пурччӗ. Ытти волонтерсен ушкăнӗнче те тăрса пăхрăм. Районти пӗр-пӗр уйрăм салтака кăна мар, кашнине пулăшас килнипе 2023 çулта октябрь уйăхӗнче «Сердечный ZOV» ушкăна кӗтӗм.

– «Сердечный ZOV» ушкăнра миçе волонтер паян?

– Ушкăн йӗркеленсен унта 50-100 çын тăнă, 6-8 пунктра маскировка сетки çыхнă, тӗпрен илсен Улхаш ял хутлăхӗнче. Телеграм-каналта хамăр ушкăна туса хурсан пӗлӗшсене, тăвансене, юлташсене, вӗсем хăйсен пӗлӗшӗсене, кӗртме тытăнтăмăр. 1000 ытла çын халӗ эпир унта. Пурте мӗнпе-тӗр пулăшасшăн. Шутласа пăхăр-ха, район территорийӗнче паянхи кун 21 (!) пунктра маскировка сетки çыхаççӗ. Кашни ял хутлăхӗнчех, хăш-пӗринче темиçе ялта та. Ульяновск облаçӗнче кун пекки нихăш районта та урăх çук. Ноябрӗн 4-мӗшӗ тӗлне пурӗ 1153 штук е 20754 тăваткал метр сетка çыхнă эпир. Мӗнпур салтака пулăшнипе, посылкăсене кашнин патне çитернипех пуль халăх шанать пире. 

– Кураторсем палăртас шухăш мӗнле çуралчӗ?

– Пӗр-пӗринпе ытларах телеграм-канал урлă хутшăнатпăр. Аслăрах çултисем вара унта çук. Ушкăн пысăк, нумай ӗç тăватпăр. Маскировка сеткисем кăна çыхмастпăр вӗт эпир, типӗтнӗ яшкасем, тушенкăсем, типӗ душ хатӗрлетпӗр, окоп çуртисем тăватпăр, чăлха-нуски çыхатпăр, госпитальсем валли труççисем (çав шутра йывăр аманнисем валли ятарлă бермут труççисем) çӗлетпӗр, сывă юлмалли сулăсем çыхатпăр. Çак пысăк ӗçе илсе пыма çăмăлрах пултăр тесе кураторсене палăртрăмăр. Кашнин уйрăм тивӗç пирӗн. Маскировка сеткисемшӗн, тӗслӗхрен, Раиса Николаевна Форминова (Пухтел), типӗтнӗ яшка, тушенка хатӗрлессипе Нина Павловна Долговăпа (Çӗнӗ Улхаш) Любовь Юрьевна Серебрякова (Елховое Озеро), типӗ душшăн Любовь Юрьевнăпа (Елховое Озеро) Оксана Михайловна Ткачева (Аслă Нагаткин), техника тивӗçтерӗвӗпе логистикăшăн Ольга Николаевна Караполова (Пухтел), окоп çуртисем тăвассипе Татьяна Валерьяновна Надиванова (Анат Тимӗрçен), сывă юлмалли сулăсем çыхассипе Татьяна Леонидовна Разинова (Репьевка) яваплă. Кунсăр пуçне маскировка сетки çыхакан кашни пунктăн хăйӗн кураторӗ. Эпӗ, тӗслӗхрен, госпитальсемпе, фермерсемпе ӗçлетӗп, распределени пунктне ертсе пыратăп. Тав район администрацине пире Аслă Нагаткинра пӗр пӳлӗм уйăрса панăшăн. 

– Сывă юлмалли сулă пирки хальччен илтмен, мӗн вăл?

– Çирӗп кантрана сулă пек хитрен çыхни. Арçынсене вăрçăра кантра яланах кирлӗ вӗт. Пăхма хитре сулă, салтсан самантрах кантра пулса тăрать. Унпа юна чармалли жгут пек е блиндажра япала çакмалли кашта пек, темиçешне пӗрле çыхсан тата аманнисене илсе тухмалли хатӗр пек те усă курма пулать.

– Август уйăхӗнченпе культура десанчӗ ыркăмăллăх концерчӗсем ирттереççӗ сирӗн.

– Пандеми вăхăтӗнче, СВО пуçланнăранпа концертсен шучӗ чакнăран культура ӗçченӗсем пурте волонтерсен юхăмне хастар хутшăнчӗç. Маскировка сеткисене, фронта кирлӗ ытти япаласене клубсенче хатӗрлеççӗ. Кăçал август уйăхӗн вӗçӗнче Аслă Нагаткинра ыркăмăллăх концерчӗ иртрӗ пирӗн. Артистсем хуларан та килнӗччӗ. Ун чух 52 пин тенкӗ укçа пухăнчӗ. Çав тери пысăк укçа пек туйăнчӗ ку пирӗншӗн. Кайсарово клубӗн ӗçченӗн Сергей Иванович Мутинăн кун пек ыркăмăллăх концертне йӗркелес шухăшӗ тахçанах пулнă иккен. Вăл кун çинчен пӗлтерсен районти ытти клуб ӗçченӗсем Любовь Юрьевна Серебрякова, Лидия Николаевна Панкова, Таисия Евгеньевна Воронкова, Алла Васильевна Низамова хăпартланса хатӗрленме тытăнчӗç. Çапла çуралчӗ «Сердечный ZOV» волонтерсен ушкăнӗн «Своих не бросаем» акцийӗ. Концертсене районти 80 артист-волонтер, пултарулăх ушкăнӗсем тата виçӗ хӗрпӗрчи (12-ри Самира Салахова, 11-ти Дарья Мутина, 15-ри Мария Андреева) хутшăнчӗç. Ӗç вăхăтӗнче мар, канмалли кунсенче. Репертуара ятарласа патриотизм темипе хатӗрлерӗç. Халăха фронтри атьсем пиртен пулăшу кӗтнине çапла кăтартасшăн пултăмăр. Пурӗ 10 концерт иртрӗ, иккӗшне урăх ушкăн хăйӗн репертуарӗпе йӗркелерӗ. Пӗрремӗш концертра «Встанем» юрă вăхăтӗнче, ăна 12-ри Самира Салахова чуна пырса тивмелле юрлать, СВОра пуç хунă районти мӗнпур салтакăн сăнӳкерчӗкӗпе ролик ятăмăр (ăна Сергей Иванович Мутин хатӗрлерӗ), ял хутлăхӗсенчи концертсенче вара кашни ял хутлăхӗн салтакӗсемпе уйрăмшар ролик пулчӗ. Пирӗн концертсене халăх çапла хастар хутшăнасса кӗтменччӗ эпир. 

Улхаш ял хутлăхӗн пуçлăхӗ, тӗслӗхрен, халăх пухăнмасть, пӗр 10-15 çын килсен аван тесе шикленчӗ малтан. Тем пысăкăш клуба лăк тулли халăх пухăнчӗ. Концерта СВОна хутшăннă атьсен ашшӗ-амăшӗсене, çемйисене ятарласа чӗнетпӗр. Пуç хунисене асăнатпăр. Пӗр-пӗр салтак отпуска килнӗ пулсан ăна сцена çине кăларсах тав тăватпăр. Парнесем паратпăр. Кун пек концертсем пӗри те куççульсӗр иртмеççӗ. Кундюковкăри концерта, тӗслӗхрен, çӳлерех асăннă Володя Хамбиков хутшăнчӗ, отпуска таврăннăччӗ.  Пулăшнăшăн район çыннисене мӗнпур салтак ятӗнчен тав турӗ.

– Кун пек концертсенче ял халăхӗ кăна укçа парать-и?

– Ял хутлăхӗсем пӗр-пӗринпе ăмăртса укçа пухма тытăнни тӗлӗнтерчӗ. Пӗри тепринчен ытларах укçа пухса парасшăн. Иртнӗ эрнере Кундюковка ялӗнче пулнă концертра, тӗслӗхрен, 128 пин те 610 тенкӗ пухăнчӗ. Кунта ӗнтӗ лотерея сутни те, фермерсен укçи те, халăх панă укçа та. Концертпа районти кашни ял хутлăхне çаврăнтăмăр ӗнтӗ, халӗ ялсем тăрăх çӳрес шухăш пур. Халăх кӗтет вӗсене. 

– Пухăннă укçа мӗн çине каять ?

– Концертсенче пухăннă укçана кашнинчех «Сердечный ZOV» ушкăна пӗтӗмпех памаççӗ, хăш-пӗр ял хутлăхӗ  пӗрер  пайне  хăйӗн волонтер ушкăнӗ валли хăварать. Çапах та «Своих не бросаем» акцире пухăннă укçан тӗп пайӗ ушкăнăн банк картти çине куçать. Кашни пусӗ шутра пирӗн, бухгалтерие Ольга Николаевна Караполова хăй илсе пырать. Фронтри атьсем мӗн ыйтнине май пур таран туллин тивӗçтерме пултартăмăр ку укçапа. Темиçе РЭБ, БПЛА туянтăмăр та ӗнтӗ. Сивӗсем çитсе пынă май атьсем дизель генераторӗсем кӳме ыйтаççӗ. Десантниксен Херсон енчи хирти госпиталӗ валли питӗ нумай матрас, минтер, раскладушка туянса леçрӗмӗр. Маскировка сетки çыхмалли материалсене те çак укçаранах туянатпăр. Маларах тепӗр акци ирттерсе десантниксен эвакуаци роти валли фермерсем пулăшнипе УАЗ автомобиль туяннăччӗ. «Сердечный ZOV» ӗçлеме тытăннăранпа ентеш-салтаксене машинăсем, ытти кирлӗ техника нумай туянса пачӗ.

– Сергий атте салтаксемпе яланах çыхăнура пулнине асăнтăр...

– Вăл пирӗн духовный наставник. Ятарлă çар операцийӗ пуçланнăранпах хамăр атьсемшӗн кӗлтума пиллерӗ. Эпир кунсерен кашни сехетре Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн Акафистне вулатпăр. Сыввисемшӗн те, пуç хунисемшӗн те кӗл тăватпăр. Кун пекки урăх ниçта та çук. Нумай пулмасть Сергий атте фронта черетлӗ гуманитари пулăшăвӗ леçме кайсан ман аннепе аппа салтаксене кукăль пӗçерсе парса ячӗç. Ак, паян кăна-ха десантниксем госпитальтен шăнкăравласа тав турӗç вӗсене. 

– Ыркăмăллăх ӗçне шкул ачисене хутшăнтаратăр-и?

– Пӗтӗм шкул хутшăнать пирӗн. Ачасем салтаксем валли çырусем çыраççӗ, ӳкерчӗксем тăваççӗ. Хăшӗсем посылка та пуçтарса параççӗ. 

– Малашнехи плансем мӗнлерех?

– «Своих не бросаем» акцие декабрӗн 8-мӗшӗнче Кӗçӗн Нагаткинра пысăк концертпа пӗтӗмлетме шутлатпăр. Пирӗн волонтер-артистсем декабрӗн 4-мӗшӗнче Ульяновскри госпитальте  те концерт лартрӗç. Фронтри салтаксене пулăшас сăваплă ӗçе хутшăнакан культура ӗçченӗсене, волонтерсене, район администрацийӗн пуçлăхне В.П.Бабайкина, ял хутлăхӗсен ертӳçисене, районти кашни çынна чӗререн тав тăватпăр. Эпир салтаксене çапла пулăшсан кăна Çӗнтерӗве çывхартма пултаратпăр.

Ирина КУЗЬМИНА калаçнă.

А.Спиридонова сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: волонтер Своих не бросаем Помощь СВО