РЕДАКЦИ МАН АСРА:
Пӗр хӗвеллӗ кун университетра манран аслăрах курсра вӗренекен чăваш хӗрӗсемпе пӗрле редакцине ертсе кӗчӗ.Чистопольски урамне куçнă ун чух редакци, 5-мӗш çуртра икӗ пӳлӗм йышăнать, пӗринче редакторпа секретарь тата бухгалтер, тепринче 7-8 çын кӗрлесе лараççӗ. Хытă кӗрлекенни унта электронлă пичет машинки кăна пулнă-тăр та, пӳлӗме пырса кӗрсен çав шав асра.
Пӗр хӗвеллӗ кун университетра манран аслăрах курсра вӗренекен чăваш хӗрӗсемпе пӗрле редакцине ертсе кӗчӗ.
Чистопольски урамне куçнă ун чух редакци, 5-мӗш çуртра икӗ пӳлӗм йышăнать, пӗринче редакторпа секретарь тата бухгалтер, тепринче 7-8 çын кӗрлесе лараççӗ. Хытă кӗрлекенни унта электронлă пичет машинки кăна пулнă-тăр та, пӳлӗме пырса кӗрсен çав шав асра. Редакци кӗрлемелле ӗнтӗ вăл, шăпăрт пулмалла мар. Кам-тăр стажерсене «çăвасшăн», тепри кăмăлсăррăн хут çурать, машинистка – шаккать.
Стажерсене ларма вырăн çукрахчӗ пулин те аптрамастăмăр. Вӗреннӗ чух сăвă-калав çырса аппаланакан Ирина Гордеевăпа Лена Крылова профессие хăвăртах алла илчӗç, пуçлăхсем мухта пуçларӗç вӗсене. Манăн статьясенчи «какай» йӗркесенчи шăмăсем çумне кăшт кăна çыпçăнкалать. Аслă юлташсем – цензорсемпе вӗрентекенсем ӗнтӗ – ман материалсене веçех урăхлатса пӗтереççӗ. Темшӗн типӗ чӗлхепе çырнă вӗсен хăш-пӗр шаблонлă хыпарӗсем те ытла килӗшсех каймастчӗç. Пирӗн Тăхăрьял тăрăхӗнче мӗнле калаçатăн – çапла çыраттăнччӗ, кунта – хаçат-журнал чӗлхи. Виталий Елтовран нумай вӗрентӗм. Еплерех çавăрттаратчӗ вăл вирлӗ сăмахсене! Тăрăхласа та илет хăш чухне, чӗпӗтсе те. Этемӗн хăюлăхӗнчен килнӗ ӗнтӗ çав япаласем. Хăюсăр çыравçă ман шутпа журналист пулаймасть.
Çапла Гена Сорокин чунра хӗлхем чӗртсе хăварнипе 1997 çулта «Сувар» хаçатра корреспондент-стажер пулса ӗçлеме тытăнтăм. Вӗренме йывăрччӗ те, интереслӗччӗ те.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев