Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

ЧИРКӲ КĂНА МАР ВĂЛ

Ялавăрсем хăйсем кăна мар, Максимьелӗнчен пуçласа Вырăс Тимӗрлӗкӗ таран, пӗтӗм тавралăх пулăшнă вӗсене чиркӳ тума. Тольятти, Хусан, Ульяновск, Самар тата ытти хуласенче пурăнакан ентешӗсем те юлман, Александр Огонев пуçарăвне пуринчен ытларах çырчаллисем тӗрев панă.

Ноябрӗн 18-мӗшӗнче Нурлат районӗнчи тепӗр чăваш ялӗнчи чиркӳ хута кайрӗ. Христос çуралнине халалланăскере светить тума Чистай тата Анат Кама епископӗ Пармен владыка килсе çитрӗ. Унпа пӗрле таврари районсен пачăшкисем пурччӗ, Хусанти Чистопольски урамӗнче вырнаçнă Архиерей подворйин архимандричӗ Игнатий атте те пынăччӗ. Вӗсем пӗрле йăла ӗçӗсене туса ирттерчӗç.

Ялавăрсем хăйсем кăна мар, Максимьелӗнчен пуçласа Вырăс Тимӗрлӗкӗ таран, пӗтӗм тавралăх пулăшнă вӗсене чиркӳ тума. Тольятти, Хусан, Ульяновск, Самар тата ытти хуласенче пурăнакан ентешӗсем те юлман, Александр Огонев пуçарăвне пуринчен ытларах çырчаллисем тӗрев панă. Услам ӗçне аталантаракансем те, ахаль çынсем те нумай пулăшнă. Çырчаллинчи тӗп храм крыльци умӗнче чиркӳшӗн укçа пуçтарма та ирӗк илнӗ пулнă Турă çуртне туса пӗтерес тесе çине тăракан ялавăрсем. Çавăнпах пулӗ чиркӗве уçма та питӗ нумай çын килнӗччӗ.

Ялавăр клубӗнче пӗрре мар иртнӗ ыркăмăллăх концерчӗсене эпир те астăватпăр. Чăваш эстрадинчи чылай тава тивӗçлӗ артистăн тӳпи пур çак чиркӗве тунă çӗрте. Чиркӳ тăррине хăпартни те, хӗрес лартни те пирӗн куç умӗнче пулса иртрӗ. Çавăнпах пулӗ вăл нумай çынна шăнăçтаракан, çутă та ăшă пулса тухнă. Йывăçран касса тунă иконостасӗ мӗне тăрать! Чиркӗве кӗрекен алăк тăррине Иисус Христос сăнне мозаика туса вырнаçтарнă. Çак ӗçе Çырчаллинче пурăнакан художник-ӳнерçӗ Владимир Акимов пурнăçланă. Пӗр миллион тенкӗ кăна кайман-тăр çакăн пек илеме тума. Кӗлӗ вӗçленсен нумай пулăшакансене епархи грамотисене пачӗç. Сахалăн марччӗ вӗсем, 20 çынран та иртрӗç. 

Чиркӗве уçнă çӗрте православи çыннисем кăна мар, мăсăльмансем те пурччӗ. Вӗсенчен пӗри, Нурлат муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Алмаз Ахметшин храма тăвас ӗçре пысăк пай кӗртнӗ Александр Огонева Хисеп хучӗпе чысларӗ, чиркӳ настоятельне 10000 тенкӗлӗх сертификат парнелерӗ. Тепӗр ют тӗн çынни – ТР Президенчӗн Шалти политика ыйтăвӗсемпе ӗçлекен департаменчӗн Тӗн пӗрлешӗвӗсен управленийӗн патшалăхпа конфесси хутшăнăвӗсен уйрăмӗн тӗп канашçи Альберт Дирзизов – Нурлат районӗнчи Берлик-Михайловка ялӗнче çуралнă. Вăл та пухăннисене пысăк уявпа саламларӗ, Тутарстанра пур конфессисене те тан тимлӗх уйăрни çинчен пӗлтерчӗ.

Ялавăртапурăнакан Александр Тумаков казака кӗнӗ, вăл Нурлатри казачествăн рядовойӗ шутланса тăрать. Общество йӗркине хуралламашкăн атаман хушăвӗпе Александр ирех чиркӳ умӗнче караулта тăнă.

Казаксем çинчен Пармен епископ та калаçрӗ. Вăл Тутарстана ӗçлеме Дон тăрăхӗнчен куçса килнӗ иккен. Вăл енче казаксем чиркӳсен никӗсӗнче тăраççӗ. Халăх, власть тата тӗн пӗрлӗхӗ çинчен те каларӗ Чистай тата Анат Кама епархийӗн пуçлăхӗ.

Çак пӗрлӗхӗн хăвачӗ чиркӗве туса пӗтерме пулăшни çинчен Александр Огонев та каларӗ. Храма тума тытăннăранпа Нурлат районӗн пуçлăхӗнче ӗнтӗ виççӗмӗш çын ӗçлет. Анчах та пӗри те пулăшусăр хăварман строительсене. Епархи пуçлăхӗсем те улшăнаççӗ, çапах та ӗç пачăшкăсен тӗревӗпе малалла тăсăлнă. Халăх та ырă кăмăлтан тăрăшнă çак чиркӳ пултăр тесе. Александр Сергеевич владыкăна прихожансен ятӗнчен асăнмалăх Ялавăр чиркӗвӗн ӳкерчӗкне парнелерӗ. Парменăн чиркӳ светить тунă пӗрремӗш архиерейлă служби иртнӗ ятпа ăна ялавăрсем XVII ӗмӗрте çырнă кӗлӗ кӗнекине тата авалхи скрижаль парнелерӗç. 

Ялавăрта чиркӳ уçăлнăшăн Нурлат районӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Галина Терентьева та хӗпӗртет. Ун шучӗпе, хальхи вăхăтра пӗр-пӗрне пулăшса пысăк ӗçсем туни питӗ кирлӗ, çакă ыранхи куна çирӗп шанса пурăнма май парать. Районти чăваш ялӗсене илес пулсан, çынсем Якурккелӗнче тата Хуралтура чиркӳсем тума тытăннă. Ытти çӗрте те тăвасшăн калаçусем пыраççӗ.

Чиркӳри мешехе вӗçленсен пухăннă çынсем вырăнти клубра апатланчӗç. Вӗсене вырăнти фольклор коллективӗ тата илемлӗ сасăллă шкул ачисем юрласа савăнтарчӗç.

Пӗтӗм халăхпа тунă чиркӳ ӗнтӗ тахçанах Ялавăра илем кӳрсе тăракан архитектура палăкӗ пулса тăчӗ. Мăнаçланмалăх пур. Унта çӳрекенсем строительсемшӗн тата ыркăмăллăхçăсемпе меценатсемшӗн кӗлтăвӗç тесе шутлатпăр. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Религия