Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

ЧНКА председательне Дмитрий Самаренкина Турă Амăшӗн Хусан турăшӗн кунӗнче святитель Гурий Казанскин 1-мӗш степеньлӗ медалӗпе чысларӗç

Ӗнер, июлӗн 21-мӗшӗнче Вырăс православи чиркӗвӗшӗн, православи тӗнӗпе пурăнакансемшӗн чи пысăк праçниксенчен пӗрне — Турă Амăшӗн Хусан турăшне тупнăранпа 445 çул çитнине паллă турӗç.

Ӗнер, июлӗн 21-мӗшӗнче Вырăс православи чиркӗвӗшӗн, православи тӗнӗпе пурăнакансемшӗн чи пысăк праçниксенчен пӗрне — Турă Амăшӗн Хусан турăшне тупнăранпа 445 çул çитнине паллă турӗç. 

Унта Пӗтӗм Беларусин тата Минскпа Заслави митрополичӗ Вениамин, Мускав тата Пӗтӗм Руç Патриархӗ çумӗнчи Антиохийски тата пӗтӗм Тухăç Патриархӗн представителӗ, Филиппопольски митрополичӗ Нифон, Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл, республикăри епархисен, власть органӗсен, обществăлла организацисен тата ытти тӗрлӗ пӗрлешӳсен представителӗсем, православи çыннисем хутшăнчӗç. 

Ирхине Хусан Кремлӗнчи Благовоещени соборӗнче 2005 çулта Ватиканран илсе таврăннă Турă Амăшӗн Хусан турăшӗ умӗнче кӗлӗ ирттерчӗç. 
Вара чудотворнăй турăша тупнă вырăна арçынсен Хусанти Богородицки мăнастирӗн Хусанти кафедраллă собор енне хӗрес йăтса утрӗç. 
Унтан Турра кӗлтуса литурги пуçланчӗ, унта Раççейри митрополисен ертӳçисем пурте хутшăнчӗç. Вӗсенчен нумайăшӗ кӗлӗ хыççăн сăмах илчӗ. ТР Премьер-министрӗ Алексей Песошин та пурччӗ килнисен хушшинче. 

Литурги хыççăн нумайăшне тӗрлӗ йышши медальсем пачӗç. Алексей Песошин чиркӗве юрăхлă ӗçсем тунăшăн 3-мӗш степеньлӗ Мухтавпа чыс орденне тивӗçрӗ. Награда илнисен хушшинче ЧНКА председателӗ Дмитрий Самаренкин та пулни пире питӗ савăнтарать. Вăл хăйӗн ырă ӗçӗсемшӗн святитель Гурий Казанскин 1-мӗш степеньлӗ медальне илме тивӗçрӗ. Саламлатпăр ăна!

Сăнӳкерчӗксем https://tatmitropolia.ru сайтран. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Религия