Kazan Digital Week халăхсен хушшинчи форум кăçал сентябрӗн 9-11-мӗшӗсенче иртӗ
Çывăхри пысăк мероприятисенчен пӗри — Kazan Digital Week халăхсен хушшинчи форум. ТР цифра министрӗ Айрат Хайруллинсăмахӗпе, форума 7000 çын регистрациленнӗ. Онлайн-форматпа хутшăнакансене шута илсен 25 пинрен иртмелле. Географи анлă, инçетри татат çывăхри ют çӗршывсенчен 112 ытла представитель килмелле.
Çывăхри пысăк мероприятисенчен пӗри — Kazan Digital Week халăхсен хушшинчи форум. Конгреспа курав пулăмӗ çак çулсенче экономика отраслӗсемпе социаллă сферăри цифра трансформацийӗн тата киберхăрушсăрлăхпа импорта ылмаштарассипе çыхăннă задачăсене татса паракан инструментсенчен пӗри пулса тăчӗ. Çулран çул унта хутшăнакан çӗршывсен шучӗ ӳссе пынине пăхсан форум авторитечӗ пысăк теме пулать. Кăçал асăннă форум сентябрӗн 9-11—мӗшӗсенче иртет.
Мӗнлерех çӗнӗлӗхсемпе улшăнусем кӗнӗ-ха кăçалхи ӗç программине, паллă спикерсен шутӗнче камсем? Çак тата ытти ыйтусене уçăмлатрӗç ку эрнере ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ брифингра. Унта ТР патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информацилле технологисемпе çыхăну министрӗ Айрат Хайруллин, ТР Наукăсен академийӗн президенчӗ Рифкат Минниханов, Хусан патшалăх культура институчӗн ректорӗ Роза Ахмадиева, Инвестиципе венчур фончӗн ертӳçи Дамир Галеев, ТР промышленноçпа суту-илӳ министрӗн пӗрремӗш çумӗ Родион Карпов, ТР ял хуçалăхпа апат-çимӗç министрӗн пӗремӗш çумӗ Ленар Гарипов хутшăнчӗç.
Цифра министрӗ палăртнă тăрăх, 2023 çулхи форум цифра технологийӗсене шутласа кăларакансемпе вӗсемпе усă куракансен наукăпа ӗçлӗ çыхăнăвӗсен площадки чи илӗртӳллисенчен пӗри пулса пырать. «Кăçал та çаплах пуласса шанатăп. Пӗлтӗр ку енӗпе 36 килӗшӳ тунă, унта йышăннă пуçарусене, задачăсемпе проектсене хута янă. Импорт операци системисемпе программисен хамăрăннисемпе улăштарни палăртнă вăхăтран маларах пурнăçланса пырать. Тутарстанра патшалăх секторӗнче 150 пин ӗç вырăнӗнчен 83 240-шне (55 процент ытла) хамăрăн операци системи çине куçарнă. Операци программисен разработкин Раççей рынокӗн ӳсӗм кăтартăвӗ çуталăкне 15 процентпа танлашать. „Студенческий стартап“ конкурсра пирӗн атьсем 442 грант выляса илсе Раççейре 1-мӗш вырăна йышăнни университетсенче наукăпа технологи предпрнинимательстви вăйлă аталаннине палăртать. Республикăра Раççейӗпе те чи малтан аслă шкулсен хушшинче кибер атакăсене сирсе ярассипе центр уçăлчӗ. Ку пысăк çитӗнӳ», — пӗлтерчӗ Айрат Хайруллин.
Министр сăмахӗпе, форума 7000 çын регистрациленнӗ. Онлайн-форматпа хутшăнакансене шута илсен 25 пинрен иртмеле. Географи анлă, инçетри татат çывăхри ют çӗршывсенчен 112 ытла представитель килмелле. Çав шутра Узбекситанран, Беларусьран, Казахстанран, Арабсен Пӗрлешӳллӗ Эмирачӗсенчен, Китайран, Индирен, Малайзирен, Армеирен, Австрирен, Иранран, Аргентинăран тата ытти çӗртен.
Форум тавра интерес ӳснине вăл пуçланиччен 10 темăпа иртнӗ вебинарсене 140 пине яхăн пăхни те çирӗплетет.
«Форум — бизнес, наука, патшалăх тӗлпулăвӗн вырăнӗпе цифровизацири вăл е ку ыйтăва татса памалли площадка», — терӗ министр. Форума Раççей регионӗсен цифра министрӗсем пурте килесси паллă, çав шутра РФ цифра аталанăвӗн минстерствин ертӳçи Максут Шадаев та. Вӗсен сесийӗ хупă режимра иртӗ.
Куравăн лаптăкӗ ытти çулсенчипе танлаштарсан кăçал икӗ хут пысăкрах пулӗ. 4 пин тăваткал метрта 141 курав стенчӗ вырнаçӗ, тепӗр 9 экспонат — галерейăра. Унсăр пуçне урамра та курав площадки йӗркелеççӗ.
Стартапсем валли уйрăм площадка пулӗ, унта хакатонсен серийӗсен командисен, IT паркăн стартап-хабне хутшăнакансем, Иннополисăн резиденчӗсем хăйсен проекчӗсемпе паллаштарӗç.
Наука академийӗн президенчӗ Рифкат Минниханов палăртнă тăрăх, форума ирттерме 80 миллион тенкӗ уйăрнă. Тӗп тимлӗхе ӗç программипе, уйрăмах наукăпа çыхăннине, илнине вăл ырларӗ. Ун сăмахӗпе, ӗç программине 85 сесси кӗртнӗ. Унта пӗтӗмпе 600 яхăн спикер хутшăнмалла. 48-шӗ ют çӗршыв çынни.
«Индустрия 4.0» трек шайӗнче 6 çавра сӗтел иртмелле. Кун пирки Родион Карпов пӗлтерчӗ. Унта промышленноçра искусствăлла интеллектпа усă курассине, хамăр çӗршывăн операци системисен программине кӗртессине, роботостроени аталанăвне сӳтсе явӗç. Автомобиль производствинче искусстăвлла интеллектпа усă курассине те пăхса тума палăртнă. вăл Раççейри автопроизводительсемшӗăн интереслӗ пулмалла.
Ял хуçалăхне те цифровизаци анлă кӗрсе пырать. Ленар Гарипов палăртнă тăрăх, форумра выльăх ӗрчетессинче искусствăлла интеллектпа усă курнă опытпа, виртуаллă реальноçпа усă куракан вӗрентӳ программипе паллашма пулӗ.
Форумăн ӗç ушкăнӗн председатель çумӗ Роза Ахмадиева культура сферинчи цифровизаципе тӗплӗн паллаштарчӗ. Kazan Digital Week-ра культура отраслӗпе 8 секци пулать, спикерсем «Мосфильм» киностуди директорӗ Карен Шахназаров, «Татаркино» директорӗ Миляуша Айтуганова, Fashion Hub Russia генеральнăй директорӗ Георгий Ростовщиков тата ыттисем. Секцисенче культурăпа искусствăна, креативлă индустрие цифра технологийӗсем кӗртсе аталантарассине сӳтсе явӗç.
Роза Ахмадиева пӗлтернӗ тăрăх, форумăн культура программине Хусанта çак вăхăтра иртекен мероприятисем йӗркелеççӗ. Çавсенчен пӗри — сентябрӗн 6-11-мӗшӗсенче иртекен юбилейлă ХХ «Алтын минбар» кинофестиваль.
Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗк prav. tatarstan. ru сайтран.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев