Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Картиш мӗнле пулассине хамăр сӗнетпӗр

Асăннă план-схемăсем енӗпе комментарисене апрелӗн 24-мӗшӗнчен пуçласа май уйăхӗн 1-мӗшӗччен, урăхла каласан 7 кун, йышăнаççӗ.

2020 çулăн планӗнче республикăра пысăк ӗç палăртнă, вăл  – нумай хутлă çурт-йӗр картишӗсене хăтлăх  кӗртесси. Çак тӗлӗшпе «Пирӗн картиш» Президент программи  хута кайрӗ. Картиш мӗнле пулассине унта пурăнакансем хăйсем  сӗнеççӗ. Хальхи вăхăтра хăтлăх кӗртмелли программăсене сӳтсе явас ӗç пырать.  32 муниципаллă районти  215 картишӗн план-схемине https: //dvor.tatar/docs/ сайта апрелӗн 24-мӗшӗнче  вырнаçтарнă.  Сӗнӳсене самоизоляци вăхăтӗнче те йышăнаççӗ.  Кун валли «Пирӗн картиш» прогаммăн çӳлерех асăннă порталне çырмалла е (800) 27-5-2020 номерпе хӗрӳ линие шăнкăравласа пӗлтермелле.

«Пирӗн картиш» программа пӗр çултах вӗçленмест-ха, вăл  5 çула (2004 çулччен) пăхăннă. Унпа килӗшӳллӗн, картишсенчи çул-йӗрсене, тротуарсене юсӗç, çутă кӗртӗç, сакăсем, урнăсем, йывăç-курăк лартӗç, ача-пăча площадкисем тăвӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: наш двор