Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Гороскоп

ЭРНЕЛӖХ ГОРОСКОП 21.01 – 27.01

ТАКАСЕН çитес эрнере парăма кӗмелле мар, пӗччен АРĂСЛАНСЕМ интерслӗ çынпа паллашаççӗ, ТУ КАЧАКИСЕН лотерея илмелле, укçа выляса илес шанăç пысăк... Тӗплӗнрех:

ТАКА 21.III – 20.IV Ку эрне юратупа харпăр пурнăçшăн ăнăçлă. Пӗчченнисен ытларах обществăлла вырăнсене, мероприятисене тухса çӳремелле, шăпа пӳрнӗ çынпа тӗл пулас шанчăк пысăк. Укçа-тенкӗ çитмесен те парăма ан кӗрӗр, кредит ан илӗр. Ӗçпе çыхăннă проектсене çитес эрнене хăварăр.

ВĂКĂР 21.IV – 20.V Çак тапхăр çӗнӗ плансем тума аван. Ӗçри вырăна çирӗплетме тăрăшăр, çапах тус-юлташсемпе те тӗл пулма вăхăт тупăр. Укçа-тенкӗпе çыхăннă операцисенче асăрхануллă пулăр. Хаклă япаласем ан туянăр, парăма ан кӗрӗр. Апат-çимӗçпе, эрех-сăрапа тирпейлӗ пулăр.

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V – 21.VI Çак кунсенче пурнăçламалли задачăсем пурте ырă пулӗç. Ӗç енӗпе лайăх сӗнӳсем илетӗр. Çивӗч лару-тăрусене çаклансан мӗн тумаллине тӗплӗн шутлăр. Юратура улшăнусем çук, савнă çыннăн, мăшăрăн туйăмӗсем улшăнман.

РАК 22.VI – 22.VII Ку эрнери хутшăнусем хӗрӳ пулӗç, тăвансемпе çапăçса пӗтес килмесен шутласа калаçăр, туйăмсене ирӗке ан ярăр. Кайран ырă ята тавăрма çăмăлах пулмӗ. Эрне варринче ӗçлӗ тӗлпулусене кайма тивӗ. Ăнăçлă килӗшӳ çирӗплетни тупăша ӳстерме пулăшӗ.

АРĂСЛАН 23.VII – 23.VIII Ку эрне чи кăткăс пуçарусемшӗн юрăхлă. Тавлашуллă ыйтусене мирлӗ татса пама тăрăшăр, унсăрăн хăвăршăнах япăх пулӗ. Юратнă çынпа пӗр-пӗрне лайăх ăнланни савăнтарӗ. Пӗчченнисем интереслӗ çынпа паллашма пултараççӗ. Укçапа перекетлӗ пулăр.

ХӖР 24.VIII – 23. IX Çак тапхăр контрактсемпе килӗшӳсем çирӗплетме питӗ ăнăçлă. Тахçантанпа алă пыман ӗçсене пурнăçлама пултаратăр. Финанспа çыхăннă йывăрлăхсене кӗтсе илме хатӗрленӗр. Парăма ан кӗрӗр, хăвăр та никама та кивçен ан парăр. Сывлăхпа тимлӗ пулăр, тухтăр патне кайса килсен те юрать. 

ТАРАСА 24.IX – 23.X Тăвансемпе тавлашса кайнипе кăмăл хуçăлӗ ку кунсенче. Нумай ыйтăва татса пама пултаратăр, анчах малтан конфликт­лă лару-тăрусене тарăхмасăр пусарма тăрăшăр. Укçа-тенкӗпе тирпейлӗрех пулăр, васкаса йышăну ан тăвăр. Урăх çӗре ӗçе вырнаçма май пулӗ.

 СКОРПИОН 24.X – 22.XI Ку эрнере хăвăра савăнтарма тăрăшăр, лавккасем тăрăх çӳрӗр, кăмăла кайнă япалана туянăр. Калаçма юратакансене кичем пулмӗ, вӗсене тӗрлӗ мероприятисене чӗнекенсем тупăнсах тăрӗç. Ӗçре те йăлт хăйпе хăй пулса пырать тейӗн. Канмаллисем интереслӗ иртӗç, çемьеллисене ачисем савăнтарӗç.

УХĂÇĂ 23.XI – 21.XII Ӗçре пӗлтерӗшлӗ утăмсем, кирлӗ йышăнусем тума тăхтамалла. Малтанласа перспективлă пек туйăнакан ӗçлӗ сӗнӳсене ан шанăр, документсене лайăх тишкерӗр. Хăвăрта та иккӗленме пуçлатăр, çавăнпа кирлӗ ӗçсене çитес эрнене хăварсан лайăхрах. Харпăр пурнăçра веçех йӗркеллӗ, пӗчченнисен мăшăр тупас шанчăк пур. 

ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I Профессипе çыхăннă ыйтусенче кирлӗ йышăнусем тума пултаратăр. Ӗçтешсем сире пулăшма хатӗр, пӗрле питӗ пы­сăк çитӗнӳсем тăваятăр. Юратура туйăмсем кăштах сӗврӗлеççӗ, мăшăр е  савни енӗпе объективлă пулмастăр. Эрнелӗх 21.01 – 27.01

ШЫВТĂКАН 21.I – 20.II Ку эрнере пысăк пӗлтерӗшлӗ ӗçсене ан пуçлăр. Компетенци çитменнипе нумай ыйтура йăнăшсем пулӗç, çапах ан пăшăрханăр, ним туманни çеç йăнăшмасть. Çывăх çынсемпе юлташсем пулăшнипе хăвăра ытларах шанма пуçлатăр. Тата ăна çийӗнчех тӳрлетме май пулӗ. Ӗç укçине ӳстерме пулăшакан майсене ан вӗçертӗр.  

ПУЛĂСЕМ 21.II – 20.III Çак тапхăрта пулакан ӗçлӗ тӗлпулусемпе калаçусенче шалти сисӗме шанăр, конфликтсенчен пăрăнăр. Юлташсемпе тӗл пулнин усси пысăк пулӗ, пӗрле пӗр-пӗр проект пуçарса яраятăр. Хобби тӗп тупăш çăлкуçӗ пулса тăма пултарать. Юратура ырă кӗтменлӗхсем пулӗç. (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: гороскоп