Эрнен вăйлă хăватне лайăх туятпăр
Çакна хӗвел Арăслан паллинче пулнипе ăнлантармалла. Çавăнпа пире халь лидер пулма ансат, кашни пус, идея ӗçре усă кӳрет.
ТАКА 21.III – 20.IV
Укçа-тенкӗ енчен ăнăçлă вăхăт: тупăш кӳрекен контрактсем пулаççӗ, тăкаксем чакаççӗ. Кивçен укçа ыйтакана çăлтăрсем пама хушмаççӗ, ырă ӗç тума тăрăшăр. Халь сирӗнте иксӗлми вăй-хăват, анчах апата вăхăтра çименнипе вар-хырăм аптратӗ. Эрнере пӗр кун пахча çимӗçпе апатланни пулăшмалла.
ВĂКĂР 21.IV – 20.V
Канмасăр ӗçлени халтан ярать, тахçанхи сурансем хăйсем çинчен аса илтерӗç. Уçă сывлăшра утса çӳрени, спортпа аппаланни сывлăха лайăхлатать. Сирӗн паллăна пулăшса тăракан Венера планета тупăш хушсах тăрать, тăкакланма та тӳр килет.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Çак кунсенче сире шыв ытларах ӗçме хушаççӗ. Тăруках укçа илни хăвăра та тӗлӗнтерет. Коммерци йӗркелеме меллӗ вăхăт. Ӗçре яваплăхăр ӳсӗ. Енчен те çакна тӗрӗс мар тесе шутлатăр-тăк, хăвăра хӳтӗлӗр.
РАК 22.VI –22.VII
Сӳрӗк кăмăлăр, хăвăра япăхрах туйни стреспа çыхăннă. Йога, медитаци кун пек чух лайăх пулăшать. Кӗçнерникун уйрăмах тимлӗ пулăр, йăнăшса укçа-тенкӗсӗр тăрса юлас хăрушлăх пур. Проектсен срокӗсене кăшт ытларах палăртсан, васкамасăр ӗçлеме пулать.
АРĂСЛАН 23.VII – 22.VIII
Сывлăхăр тăнăç, анчах пирус туртса тултарнă, пăчăхтаракан пӳлӗмсенче ан ларăр. Ӗçре питӗ аван, проектсене хавхаланса пурнăçа кӗртетӗр. Ытларикун ӗçтешӗрсемпе хутшăнусем кăткăсланаççӗ. Юнкун çынсемпе калаçса татăлма çăмăл пулать.
ХӖР 23.VIII – 22.IX
Çак кунсенче ывăнса çитни сисӗнет, кăшт канса илмелле. Ытларикун асăрхануллă пулмалла, ултавçăсен серепине лекес хăрушлăх пур. Ку эрнере çемйӗре ытларах тимлӗх уйăрмалла.
ТАРАСА 23.IX – 23.X
Кăмăлăр çӗкленӳллӗ, сывлăхăр пирки ӳпкелешмелли çук. Çак эрнере çеç мар, уйăхӗпех Венера планета пулăшнипе финанс енчен ăнăçуллă пулать. Тăрăшса ӗçленӗшӗн тивӗçлипе наградăлаççӗ.
СКОРПИОН 24.X – 22.XI
Хăвăра япăхрах туйнин сăлтавӗ кăмăлăр тăтăш улшăннинче. Ӗçре кунсем кӗтмен ыйтусем илсе килеççӗ – интуици çӗнӗлле татса пама пулăшӗ вӗсене. Тăванăра сирӗн пулăшăвăр кирлӗ курăнать, хăй кун пирки уççăн ыйтмасан та.
УХĂÇĂ 23.XI –21.XII
Вăй-халăр çăлкуç пек тапса тăрать. Куç, мăй гимнастикипе аппаланни хăватпа тӗрӗс усă курма пулăшать. Стратегла планлани çитӗнӳ кӳрет. Эрнекун ӗçсене вăхăтра вӗçлӗр, çăлтăрсем аврал тума хушмаççӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII – 20.I
Хул-çурăма, кăмăл-туйăма канса вăй илтермелле. Мунчана, саунăна кайни питӗ пулăшӗ. Эсир дисциплинăллă пулни палăртнă ӗçсене вăхăтра пурнăçлама май парать. Ума лартнă тӗллевсем патне çитме çине тăмалла.
ШЫВТĂКАН 21.I – 19.II
Кăмăлăр тăруках улшăнса тăни таврари çынсене ывăнтарать, асра тытăр. Çӗнӗ идейăсем карьерăра пулăшаççӗ, финанс лару-тăрăвӗ хăвăрт лайăхланӗ. Çывăх çыннăрсене ăнланма тăрăшăр, мӗнле пур, çапла йышăнăр.
ПУЛĂСЕМ 20.II – 20.III
Тăраниччен çывăрсан, кирлӗ чухлӗ шыв ӗçсен, çырмара ишсен эмоцисем лăпланаççӗ. Ку эрнере халь тăвакан проектсене тимлӗх уйăрăр, темиçе ӗçе харăс ан пуçăнăр. Эрнекун каç романтика витӗмӗпе чуна уçса калаçма лайăх вăхăт.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев